Воскресенье, 28 апреля

Коррупцие çул хупă

Коррупцие çул хупă

ООН Генеральнăй Ассамблейи декабрĕн 9-мĕшне Пĕтĕм тĕнчери коррупцие хирĕç кĕрешмелли кун тесе палăртнă. Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш республикинчи следстви управленийĕн ĕçĕсенчен пĕри шăпах коррупцие хирĕç тăрасси пулса тăрать.
Коррупци вăл служба йĕркипе тата вăйĕпе усă курса, саккуна пăсса хушма тупăш илес шутпа укçа-тенкĕ е урăх япала илсе пĕр-пĕр ĕç, пулăшу туса пани пулать. Çакă патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсене çеç мар, юридици енчен вăйра тăракан /коммерци/ çынсене те пырса тивет.
Кăçалхи 9 уйăхра Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн следователĕсем коррупципе çыхăннă 4 уголовлă ĕç пуçарнă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтра ку кăтарту 5 пулнă. Вĕсенчен иккĕшне /иртнĕ çул виççĕ/ суда янă.
Çавăн пекех районсем хушшинчи следстви уйрăмĕнчи следовательсем право органĕсен сотрудникĕсем хушшинчи коррупципе çыхăннă фактсемпе те тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ. Унта ытти ведомствăсенче тăрăшакан яваплă ĕçченсене те явăçтарнă.
Малашне те пирĕн уйрăмра тăрăшакан следовательсем коррупцие хирĕç кĕрешес енĕпе тимлĕ ĕçлĕç.
Н.ЯКОВЛЕВ,
РФ Следстви комитечĕн
Патăрьелĕнчи районсем
хушшинчи следстви уйрăмĕн ертÿçи.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *