Воскресенье, 28 апреля

Малашлăхшăн нумай ĕçленĕ

Районти юсавпа техника предприятийĕ хăй ĕмĕрĕнче МТСран пуçласа РТП та, АООТ та, ОАО та пулса пăхрĕ. Анчах та «Сельхозтехника» ятпах историре юлчĕ. 1980 çулсенче республикипех палăрса тăнă районти чи пысăк предприяти текех çук ĕнтĕ. Унта ĕçленĕ, пĕтĕм пурнăçне унпа çыхăнтарнă çынсем пурăнаççĕ, предприяти пирки ырăпа аса илеççĕ. Комсомольскинчи И.Г.Семеновăн кун-çулĕ те «Сельхозтехникăпа» тачă çыхăннă.
Хамăр районти Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕн каччи ялти шкула пĕтерсен Канашри механизаци училищине çул тытнă. Унта тракториста вĕренсе тухнă. 1960 çулсенче пирĕн республикăри чылай яш-кĕрĕм Казахстана çерем çĕрсем уçма тухса кайнă. Мал ĕмĕтлĕ Ивана та инçет çĕрсем илĕртмесĕр тăма пултарайман. Механизаторсем унта питĕ кирлĕ пулнине шута илсен ăна çула тухма нимĕн те чăрмантарман. Унта вăл çуркунне ака-суха ĕçĕсем тунă, тырпул пулса çитсен СК-5 комбайнпа вырса çапнă. Çамрăка малалла вĕренес шухăш канăç паман. Яла таврăнсан нумаях та пурăнман, Шупашкартан экзаменсем тытма чĕнсе çыру килнĕ. Тĕрĕслевсем витĕр ăнăçлă тухнă хыççăн вăл Пермь облаçĕнчи Очер хулинчи индустрипе педагогика техникумĕн студенчĕ пулса тăнă. Вĕренсе пĕтерсен ăна Свердловск облаçне ĕçлеме яраççĕ. Унти Камышлов хулинчи профтехучилищĕре производство вĕрентĕвĕн мастерĕ, ял хуçалăх управленийĕнче аслă инженер пулса тăрăшнă.
Пурнăç çулĕ ăна 1976 çулта тăван тăрăхах çавăрса çитерет. Вăл вăхăтра «Комсомольскинчи сельхозтехника» предприятие А.А.Лавров ертсе пынă. Опытлă инженера вăл хапăлласах ĕçе илет. Çакăнтан Иван Григорьевичăн кун-çулĕ йăлтах вăл предприятипе тачă çыхăнать. Тепĕр чухне шухăша каять те вăл, иртнĕ кунсене куç умне кăларать. 70-мĕш çулсенче предприяти аталану çулĕ çине тăрса çеç пынă-ха. Техникăна юсама кирлĕ условисем тумалла пулнă. Çавăнпа та территорире çĕнĕрен çĕнĕ объектсем хăпартма тивнĕ. 80-мĕш çулсенче предприятие Н.Н.Маликов ертсе пыма пуçлать. Ку тапхăрта строительство ĕçĕсем уйрăмах нумай тунă. Тĕрлĕ йышши юсав мастерскойĕсем, гаражсем, хранилищĕсемпе складсем тата ытти производство хуралтисем хута кайнă. Çав вăхăтрах унта тăрăшакансем çинчен те манса кайман. Вĕсем валли пурăнмалли çурт-йĕр çĕкленĕ, ача сачĕ, магазин, столовăй ĕçлеме пуçланă. Тахçан уçă хир пулнă вырăнта «пĕчĕк хула» ÿссе ларнă. Рабочисене ĕç вырăнне илсе çитерме, каялла киле леçме ялсене икĕ автобус çÿренĕ.
Республикăри «Сельхозтехника» системине кĕнĕ кашни районти юсавпа техника предприятийĕ уйрăм техникăпа специализациленнĕ. Канашра, сăмахран, Т-150, Çĕрпÿре — ДТ-75 тракторсем, хăш-пĕр районсенче тракторсен пысăк пайĕсене юсас енĕпе ĕçленĕ. Пирĕн районта вара Т-40, Т-40АМ йышши тракторсем, Д-37 двигательсем йышăннă. Хамăр районти хуçалăхсенчен çеç мар, республикăри ытти районсенчен, Тутарстан республикинчен, Ульяновск облаçĕнчен илсе килнĕ çавăн йышши техникăна юсаса кăларнă. Иван Григорьевич аса илнĕ тăрăх, çулсерен предприятире пине яхăн Т-40 йышши трактор тĕрлĕ енлĕ юсав витĕр тухнă. Кунта комбайнсем юсассине те йĕркеленĕ. «Хир карапĕсем» вырнаçма пултаракан пысăк цехра ĕçлеме пур условисем те туса панă. Çулсерен 15—18 комбайна çуса тасатса, тĕплĕн юсаса кăларнă.
Предприяти ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ пулнă. Ял хуçалăх машинисене юсасси çеç мар, колхозсенчи фермăсенче оборудовани вырнаçтарас, вĕсене пăхса тăрас енĕпе те тимленĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенне анчах мар, уйрăм çынсен заказĕсене те пурнăçланă, валашкасем, шыв тултармалли пысăк тимĕр савăтсем, контейнерсем тата ытти хатĕр-хĕтĕр те тунă. Колхозсемпе районти организацисене запас пайсемпе те тивĕçтернĕ. Территорире кислород тултармалли станци ĕçленĕ.
Автомашина паркĕ пуян пулнă май хамăр тăрăхри ял хуçалăх предприятийĕсемпе организацисене çеç мар, кÿршĕ республикăсене те транспорт пулăшăвĕ панă. Предприятири водительсем яланах рейсра пулнă, инçетри командировкăсене те тăтăшах тухса кайма тивнĕ. Çулсеренех çĕнĕ техника хутшăнсах пынă.
Тĕп инженерăн ертÿçĕпе танах предприятири пĕтĕм ĕç-пуçа йĕркелесе, тытса пыма тивнĕ. Мĕн тунипе çеç лăпланса ларман, ĕçе лайăхлатмалли, пахалăха ÿстермелли майсем шыранă, çулсеренех çĕнĕрен çĕнĕ объектсем хута янă. Территорире пысăк котельнăй туса лартнă, çĕвĕ цехĕ ĕçлеме пуçланă. Халĕ шутлать те Иван Григорьевич, мĕн чухлĕ тĕллевсем пулнă ун чухне. «Малашлăхра предприятипе юнашар спортзал тăвасшăнччĕ, тимĕр-бетон изделисем хатĕрлекен цех уçасшăнччĕ, кислорода баллонсем çине тултарас ĕçе пысăкрах калăпăшпа йĕркелесшĕнччĕ. Самана улшăннă май тĕллевсем пурнăçа кĕреймерĕç», — аса илет вăл.
«Комсомольскинчи сельхозтехника» юсавпа техника предприятинче туслă коллектив пулнă. Ĕçлекенсем пушă вăхăтра художество пултарулăх коллективне те çÿренĕ. Концертсемпе кÿршĕри Елчĕк районне кайса çÿренине те ас тăвать И.Семенов.
Юсавçăсен, водительсен тата ытти рабочисен ĕçне 40 ытла инженер ертсе, йĕркелесе пынă. Вĕсем пурте тенĕ пекех хăйсене шанса панă уйрăмсенче пысăк яваплăха туйса, юратса ĕçленине палăртать Иван Григорьевич. Вăл А.П.Богатырев, Н.Н.Корнилов, А.А.Александров, В.В.Кокорев, Г.И.Чернов, М.А.Счетчиков, И.М.Мартынов, В.Е.Мухин, Н.С.Морозов тата ытти инженерла ĕçченсене те кăмăлтан аса илет. Вĕсем пурте тенĕ пекех предприятире 10—20 е ытларах та çул тăрăшнă, коллективра ырă ят çĕнсе илнĕ. «Сельхозтехника» — кадрсем хатĕрлекен çăлкуç. Унта пĕр вăхăт ĕçленĕ инженерсем каярахпа районти чылай организацие ăнăçлă ертсе пычĕç. Мĕн чухлĕ çамрăк водитель, слесарь, сварщик, токарь хăйсен ĕç биографине пирĕн патран пуçланă», — кăмăллăн калаçать И.Семенов.
Предприяти çĕршыври чылай республикăпа облаçсемпе ĕçлĕ çыхăнусем тытнă. Çавăнпа та ытти специалистсен пекех Иван Григорьевичăн та тăтăшах инçетри командировкăсене çÿ-реме тивнĕ. Пĕр-пĕрин опычĕ-пе паллашни çĕнĕ технологисене алла илме май панă. 25 çул предприятире тăрăшса вăл ăçта кăна пулман пулĕ. Çĕнĕлĕхсем курсан вĕсене хăйсем патĕнче усă курмалли майсем шыранă.
Хастар ĕçшĕн ăна патшалăх, паллах, тĕрлĕ наградăсем парса чысланă. Уншăн вара чи пахи — предприятире ĕçленĕ вăхăтра хăпартса лартнă производство объекчĕсем. Халĕ вĕсемпе урăх организацисем усă кураççĕ пулин те, вăл пурнăçне ахаль пурăнса ирттермен, малашлăхшăн тăрăшнă. Хăй вăхăтĕнче çынсемшĕн усăллă ĕç тунă.
Иван Григорьевич 80 çултан иртнĕ пулин те паянхи кун та çирĕп-ха. Район пурнăçĕпе интересленсех тăрать. «Каçал ен» хаçата алла илетĕп те, палланă ят-хушаматсене курсан аса илÿ тыткăнне çакланатăп. Усал хыпарсене асăрхасан чун хурланать. Хаçат район историне çыраканĕ тесе шутлатăп. Унти хыпарсемпе кăсăкланса паллашатăп», — тет ветеран.
Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *