Понедельник, 22 апреля

Ырă ĕç туни çĕре ÿкмест

Ырă ĕç туни çĕре ÿкмест

«Ырă ĕçĕн хакĕ пысăк» тенĕ мĕн авалтан. Чăнах та çапла. Сăмахпа калани вăр-вар манăçа тухать, ырă ĕç туни ĕмĕр асра юлать. Çак кунсенче «Единая Россия» партине туса хунăранпа 20 çул çитнĕ. Парти членĕсем çак куна ыр кăмăллăх акцийĕ йĕркелесе паллă тунă. Пирĕн районти активистсем те унта хастаррăн хутшăннă.
Акă, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, райпо правленийĕн председателĕ Светлана Грачева Хирти Мăнтăрти ветерансен çуртне çитнĕ, кунта пурăнакансене апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ.
Александр Тихонов депутат Аслă Çĕрпÿелĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне пырса унта тăрăшакансене пархатарлă ĕçшĕн, хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçласа пырса ял çыннисен сывлăхне çирĕплетес ĕçре яланах хастар пулнăшăн тав тунă, тĕрлĕ çимĕçсемпе сăйланă. Паянхи кун сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсене уйрăмах йывăр. Апла пулин те, вĕсем яваплăха чунĕпе туйса пуçа усмаççĕ, кулленхи ĕçсене чыслăн пурнăçлаççĕ. Çавна май Александр Васильевич медицина ĕçченĕсене малашне те тăрăшса вăй хума ырлăх-сывлăх суннă.
Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова та волонтер акцийĕнчен айккинче юлман. Вăл ял тăрăхĕнчи сахал тупăшлă çемьесене çитсе тумтирпе хĕллехи япаласем парнеленĕ. Борис Малов депутат нумай ачаллă çемьене апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ.
«Каласа хăвармалла: пандеми пуçланнăранпа «Единая Россия» парти членĕсем волонтер ĕçĕнче уйрăмах хастарлăхпа палăраççĕ. Вĕсем час-часах медицина учрежденийĕсене пырса унта тăрăшакансене апат-çимĕçпе, кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтереççĕ, самоизоляцири çынсене эмелсем тата апат-çимĕç пырса параççĕ, нумай функциллĕ центрсенче ватăсене Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче регистрациленме тата вакцинаци витĕр тухнине çирĕплетекен сертификат илме пулăшаççĕ. Этемĕн ырăлăхĕ ырă ĕç тунинче палăрать теççĕ. Кашниех ырă ĕç тума, юнашарта пурăнакана пулăшма ăнтăлсан йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма тата та çăмăлрах пулĕ» — палăртрĕ партин районти уйрăмĕн ĕç тăвакан секретарĕ Людмила Макарова.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *