Четверг, 25 апреля

Чи вăйлисене палăртрĕç

Чи вăйлисене палăртрĕç

Кашни çулах пирĕн шкулта «Сила РДШ» ятлă конкурс иртет. Унта ачасем тĕрлĕ спорт хăнăхтарăвĕсем туса тупăшаççĕ, чи вăйлисене палăртаççĕ. Турник çинче туртăнма çăмăл маррине пурте пĕлетпĕр. Пирĕн вĕренекенсем çавăнпах ку ăмăртăва çур çул хатĕрленеççĕ. Ăмăрту çулталăкра икĕ хут иртет. Ачасем кĕркунне тата çуркунне вăй виçеççĕ. Чи çăмăл хăнăхтарусемшĕн /чĕркуççисене 90 градуса çĕклесси/ — 1 балл, чи йывăррисемшĕн /1 алă çинче туртăнасси/ тÿрех 30 балл пулать. Хăнăхтарусене пурнăçлама 1 минут çеç параççĕ.
Класри ачасен кăтартăвĕсене пĕрлештереççĕ. Хутшăнакансен балĕсене хушаççĕ, класри вĕренекенсен пĕтĕмĕшле шучĕ çине пайласа вăтам балл тупаççĕ. Çапла кашни балл класăн е шкулăн пухмачне каять.
Кăçал чи вăйлă ачасем çаксем пулчĕç. Пĕрремĕш вырăнта: Сергей Иванов — 186 балл, Лидия Матросова — 73 балл. Иккĕмĕш вырăнта: Константин Моторин тата Александр Воробьев — 125-шер балл, Олеся Павлова — 70 балл. Виççĕмĕш вырăнта: Владимир Мартынов — 120 балл, Анастасия Чуркина — 68 балл.
Классем хушшинче чи вăйли 9-мĕш класс пулчĕ. Вĕсен вăтам балĕ 93,4-па танлашрĕ. Иккĕмĕш вырăнта — 10-мĕш класс ачисем. Вĕсем вăтамран 65 балл пуçтарма пултарчĕç. Виççĕмĕш вырăнта — 6-мĕшсем. Вĕсен кăтартăвĕ — 56,7 балл.
Сире вара, юратнă вулакансем, сывлăх сунатпăр. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнăр, ан чирлĕр!
Н.БОРИСОВА,
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *