Пятница, 19 апреля

Ентешпе мăнаçланатпăр

Ентешпе мăнаçланатпăр

Чĕчкенте пурăнакан Зиля Зейдуллина ТНВ каналпа пыракан «Башваткыч» /Головоломка/ передачăна хутшăннă.
Зиля Хусанти федераллă университетăн филологипе культурăсем хушшинчи хутшăнусен институтĕнче, акăлчан тата тутар чĕлхисен факультетĕнче вĕренет.
Хĕр Чĕчкенти тĕп шкулта ăс пухнă. Унтан Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Тăрăшуллă та пултаруллă вĕренекен шкулта, ял тăрăхĕнче, районта йĕркелекен культура тата спорт мероприятийĕсене тăтăшах хастар хутшăннă. Вăл уяв концерчĕсене, Чĕчкенти сабантуйсене хапăлласах ертсе пынă, «Зарницăна» хутшăнакансен командирĕ пулнă.
Хусан университетне вĕренме кĕрсен те хĕр пĕлÿ пухнипе çеç çырлахса ларман. Вăл пур енĕпе те пултарулăхне аталантарма, интереслĕ мероприятисене хутшăнма, таçта та çитме вăхăт тупать. Зиля пĕрремĕш курсранпах ХФУ çумĕнчи çамрăксен «Мизгел» театрĕн актриси, «Spell batl» орфографи конкурсĕн организаторĕ. Хĕр «Таяну ноктасы», «Минзара» передачăсене те хутшăннă. «Литературное наследие» передачăра пултарулăхне кăтартнă.
Эпир хамăр ентешпе мăнаçланатпăр, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *