Вторник, 10 декабря

Хăй ирĕкĕпе йышăннă

Хăй ирĕкĕпе йышăннă

Район прокуратури ял çыннин ыйтăвĕ тăрăх Я.Н.Ишмуратов уйрăм предпринимателĕн ĕç-хĕлне тĕрĕсленĕ. Предприниматель Чăваш Республикин Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствипе килĕшÿ çырса Кошелейка юханшыв çинчи шыв управĕн акваторийĕпе пулă ĕрчетме усă курать. Шыв объекчĕ çумĕнчи çĕр лаптăкĕсем çинче Я.Н.Ишмуратов предприниматель ĕçне пурнăçлама пура, пĕчĕк вакунсем вырнаçтарнă, карта тытнă.
Тĕрĕслев палăртнă тăрăх, уйрăм предприниматель РФ Гражданла кодексĕн 607 статйине, РФ Çĕр кодексĕн 25, 26 тата 39.6 статйисене пăсса çак çĕр лаптăкĕсемпе аренда килĕшĕвĕ тумасăрах усă курнă. Çавна май район прокуратури ăна хирĕç РФ Административлă йĕркене пăснисем çинчен калакан кодексăн 7.1 статйипе административлă ĕç пуçарнă.
Çак ĕçе пăхса тухса Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕ РФ Административлă йĕркене пăснисем çинчен калакан кодексăн 4.1.1 статйипе килĕшÿллĕн Я.Н.Ишмуратова асăрхаттару çырнă. Унсăр пуçне предпринимателе хăй ирĕкĕпе йышăннă çĕр лаптăкĕсене пушатма предписани панă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *