Пятница, 19 апреля

Пирĕн акватлонистсем – малтисем

Пирĕн акватлонистсем – малтисем

Ноябрĕн 13-мĕшĕнче Альметьевск хулинче триатлон /акватлон/ енĕпе Тутарстан Республикин чемпионачĕ иртрĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен, çав шутра Чăваш Енрен, Удмурт Республикинчен, Киров, Мускав, Ульяновск облаçĕсенчен, Мускавран тата ытти çĕртен те спортсменсем хутшăнчĕç. Комсомольскинчи «Кĕтне» ача-пăча спорт шкулĕнче ăсталăхне туптакан çамрăк акватлонистсем те çак ăмăртуран айккинче юлмарĕç.
Тупăшу ачасен ÿсĕмне кура тĕрлĕ ушкăнсенче иртрĕ. Пирĕн спортсменсем район чысне çÿллĕ шайра хÿтĕлерĕç. Раиль Айзетов Тутарстан Республикин чемпионĕ пулса тăчĕ. Рамина Салихова, Анастасия Сумзина — иккĕмĕш, Ралина Салихова виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕсене ăшшăн саламлатпăр.
Шел пулин те, коронавирус сарăлнипе çыхăннă лару-тăрăва пула республика тата Раççей ша- йĕнчи чылай ăмăртăва ирттереймеççĕ. Çавăнпа пирĕн спортсменсем питĕ лайăх хатĕрленнĕ пулсан та Раççей шайĕнчи ăмăртăва хутшăнаймасăр юлчĕç. Апла пулин те, вĕсем ытти тупăшусенче пултарулăхне кăтартаççĕ. Акă, çывăх вăхăтра Ижевск хулинче акватлонпа ăмăрту иртет. Унта кайма Диас Айзетов, Иван Кузьмин, Анастасия Сумзина, Иван Гончаров, Аяз Тухфетуллин, Арсений Архипов пикенсех хатĕр- ленеççĕ.
Н.САХРОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *