Вторник, 23 апреля

Анне ăшши чи хакли

Анне ăшши чи хакли

Анне… Çак кĕске сăмахра мĕн чухлĕ ачашлăх, çепĕçлĕх пытаннă. Çут тĕнчери кашни чĕрĕ чун хăйĕн амăшне юратать: çын та, кайăк-кĕшĕк те, чĕрчун та. Анне çинчен поэтсем чуна пырса тивмелли сăвăсем, писательсем пин-пин калавпа повеç, композиторсем илемлĕ юрăсем çыраççĕ.
Эпĕ хамăн аннене, Ольга Вячеславовнăна, питĕ юрататăп. Вăл тĕлĕнмелле илемлĕ, пултаруллă, ĕçчен хĕрарăм. Кăмăлĕ питĕ ырă манăн аннен. Вăл кашни тĕл пулаканах ырă кун, сывлăх сунмасăр иртсе каймасть, яланах ăшă кулă парнелет. Пулăшу ыйтаканран нихăçан та пăрăнса утмасть.
Пирĕн килте сĕтел çинче яланах тутлă апат-çимĕç, пахчара илемлĕ чечексем, улма-çырла çитĕнеççĕ. Çакă пĕтĕмпех анне тăрăшнипе пулать.
Манăн анне пур енчен те пултаруллă. Футбол, хоккей вăййисене вылять. Илемлĕ юрлать, хитре ÿкерчĕксем ÿкерет. Спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнать. Манăн аннен Хисеп грамотисем, дипломсем нумай.
Эпĕ тата манăн пиччепе йăмăк анне ăшшине туйса ÿсетпĕр. Çавăнпа хамăра çĕр çинче чи телейлисем тесе шутлатпăр. Анне пире Тăван çĕршыва юратма, аслисене хисеплеме, пулăшма, ĕçчен пулма вĕрентет. Эпĕ ăна пирĕншĕн тăрăшнăшăн, яланах пулăшнăшăн тав сăмахĕ калатăп. Çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери аннесен кунĕ ячĕпе саламлатăп. Тата нумай-нумай çул пурăнма, çирĕп сывлăхлă пулма сунатăп.

Таня Прокопьева,
10-мĕш класс.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *