Çамрăк авторсем валли конкурс

Çамрăк авторсем валли конкурс

Чăваш республика ача-пăча тата çамрăксен библиотеки çамрăк авторсен «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» литература конкурсне ĕçсем малалла йышăнать. Конкурса чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă.
Унта литература анинче çитĕнÿсем тăвакан 15—35 çулсенчи çамрăксем хутшăнма пултараççĕ. Конкурс «Проза», «Поэзи» тата «Драматурги» номинацисемпе иртет. Хайлавсене чăвашла та, вырăсла та çырма юрать. Ĕçсене 2022 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: 428027, Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 8а çурт, Чăваш республика ача-пăча тата çамрăксен библиотеки, таврапĕлÿпе наци литературин уйрăмĕ. «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурса валли» тесе палăртмалла. Тĕрлĕ хайлавсен пуххисенче, альманахсенче унччен кун çути курнă хайлавсене конкурса йышăнмаççĕ.
Конкурса 2022 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмлетеççĕ. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесем парса чыслаççĕ, вĕсен хайлавĕсене «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» кĕнекен 6-мĕш пайĕнче пичетлесе кăлараççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8/8352/52-37-22.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *