Чирлесе ирттернисем QR-код илĕç

Чирлесе ирттернисем QR-код илĕç

Ноябрĕн 12-мĕшĕнче коронавирус инфекцийĕ сарăлассине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен районти оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — капиталлă строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн начальникĕ Александр Краснов ертсе пычĕ. Оперативлă штаб Чăваш Республикинче тата районта COVID-19 сарăлнипе çыхăннă лару-тăрăва тата инфекцие «çăварлăхлас» тĕллевпе пурнăçламалли мерăсене пăхăнассипе, вакцинаци тăвассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕ, ЧР оперативлă штабĕн ларăвне онлайн-мелпе хутшăнчĕ.
Чăваш Енре çак эрнерен антителасен шайĕ пысăк, COVID-19-па чирлесе ирттернине официаллă майпа çирĕплетмен граждансене QR-кодсем пама тытăнассин механизмĕ хута каять. Çак система çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме тата прависене сыхлас йĕркене тытса тăма май парать, мĕншĕн тесен паянхи кун тухтăрсенчен пулăшу ыйтмасăр коронавируспа чирлесе ирттернисем эпидеми лару-тăрăвне пула кĕртнĕ чарусем пирки суту-илÿ тата обществăлла апатлану объекчĕсене çÿреймеççĕ.
Чăваш Ен минцифра пуçлăхĕ Кристина Майнина каланă тăрăх, гражданин антителасен шайне палăртма панă анализсен пĕтĕмлетĕвĕн идентификаторне кĕртсе QR-код илме регион ресурсĕнче пултарĕ. QR-кода организмра антителасен титрĕсем пысăк пулнине врачсен комиссийĕ палăртнă çынсене парĕç. Антителасен шайне палăртакан анализсене Чăваш Енре пурăнакансем икĕ лабораторире çеç пама пултараççĕ — ÿтпе венерологи диспансерĕнче тата Республикăри клиника больницинче. Çакă, Олег Николаев каланă тăрăх, суя справкăсене фильтрлама тата вĕсене тăвассине чарма май парĕ. Республикăра çеç ĕçлекен QR-код пулăшу порталĕнче сăнарланмĕ.
РФ сывлăх сыхлав министерствин даннăйĕсем тăрăх, антителасен шайĕ 300 единица е ытларах пулни чиртен хÿтлĕх парать.
— Енчен лаборатори кăтартăвĕсем антителасен шайĕ 300 е ытларах единица пулнине палăртсан гражданин QR-код илет, сахал пулсан — вакцинациленмелле пулать, — каларĕ Олег Николаев оперштаб ларăвĕнче.
Пĕтĕмĕшле илсен районти санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне контрольлеççĕ, обществăлла транспортра, суту-илÿ комплексĕсенче, вĕренÿ учрежденийĕсенче, обществăлла апатлану точкисенче, халăх нумай пуçтарăнакан вырăнсенче хăрушсăрлăх мерисене пăхăннипе пăхăнманнине рейдсем йĕркелесе тĕрĕслесех тăраççĕ.
Коронавируспа çыхăннă санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ прививка кампани- йĕн хăвăртлăхне ÿстерме, пурне те чару мерисене малалла та çирĕп пăхăнма хистет.
Аса илтеретпĕр, прививка тутарас тĕллевлисем «122» номерпе шăнкăравласа, пулăшу порталĕнчи харпăр хăй кабинетĕнче, поликлиника регистратуринче тата тухтăр патне хăйсем тĕллĕн кайса çырăнма пултараççĕ.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *