Лăпланма ир-ха

Лăпланма ир-ха

Ноябрĕн 8-мĕшĕччен ĕçлемелле мар кунсем туни коронавирус сарăлассипе çыхăннă лару-тăрăва кăшт çăмăллатма май пачĕ пулсан та çак ыйтăвăн çивĕчлĕхĕ çав-çавах чакмасть. Чирлисен шучĕ çаплах пысăк-ха. Апла пулсан коронавирус инфекцийĕ сарăласран йышăннă мерăсене — маска режимĕ, QR-кодпа усă курасси, социаллă дистанци — пăхăнмалла. Шел пулин те, санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне пурте туллин ăнланмаççĕ пулас — час-часах маска янах айĕнче çакăнса тăнине е ăна, лучăрканса пĕтнĕскерне, кĕсъерен кăларса тăхăннине курма пулать.
Паянхи кун COVID-19 инфекцирен прививка тутарни — хăвăра хÿтĕлемелли чи эффективлă та хăрушсăр мел. Вакцинациленнĕ çын чирлесен те коронавируса çăмăлрах тÿссе ирттерсе ярать. Унсăр пуçне халăхăн 80 проценчĕ прививка витĕр тухсан инфекцие хирĕç коллективлă иммунитет аталанать. Çакă тĕрлĕ чирсене пула вакцинаци тутарма юраман çынсем çак амака çаклатассин хăрушлăхне чакарать.
Ноябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне районти тĕп больницăна 12 пин те 715 доза вакцина илсе килнĕ. Пĕрремĕш компонентпа — 9487 çын, иккĕмĕшĕпе 7753 çын прививка тутарнă. Вакцинаци тунăранпа çур çул иртнине кура 290 çын пĕр компонентлă «Спутник Лайт» вакцинăпа ревакцинаци тутарнă. Ку — Раççейре туса кăларнă «Спутник V» вакцинăн çăмăллатнă варианчĕ. Вăл коронавируспа чирлесе ирттернĕренпе е малтан прививка тунăранпа çур çул иртнĕ çыннăн хÿтлĕх механизмне «çĕнетсе» çирĕплетме май парать. «Спутник Лайт» вакцинăна пĕр хут çеç тумалла.
Коронавирус инфекцийĕнчен вакцинациленес текенсем «122» номерпе шăнкăравласа, пулăшу порталĕнчи харпăр хăй кабинетĕнче, поликлиника регистратуринче, тухтăр патне хăйсем тĕллĕн кайса çырăнма пултараççĕ.
Хăвăрăн тата çывăх çыннăрсен сывлăхĕшĕн яваплăха ăнланма ыйтатпăр. Хăрушсăрлăх мерисене пăхăнни, усал чиртен прививка тутарни хамăр пурнăçа упрать.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *