Пур енĕпе те маттур

Выльăхсемшĕн çынсенни пек канмалли кун та, уявсем те çук. Çавăнпа та фермăра ĕçлекенĕн куллен вĕсем патне васкамалла. Ял çыннисенчен чылайăшĕ тутлă ыйхăпа киленнĕ вăхăтра вĕсем ĕç вырăнĕнче. Çăмăл мар кунта. Тулăх тăрантармасăр выльăх-чĕрлĕхрен продукци илейместĕн, тар кăларса ĕçлеме тивет.
Паянхи кун районти чылай хуçалăхри пекех «Урожай» колхозри фермăра тăрăшакансен ĕç стажĕ 20—30 е ытларах та çул. Вĕсем çинче тытăнса тăрать те выльăх-чĕрлĕх отраслĕн тĕп шăнăрĕ. «Эпир хамăрах пăру пăхакансем те, вĕсен сиплевçисем те. Çамрăк выльăх мĕнле тыткаланине кура вĕсем сывлăхлă пулнине, лайăх аталаннине е чирленине пĕлетпĕр. Тепĕр чухне уколсем те хамăрах тăватпăр. Вĕсем сывлăхлă ÿсни хамăршăнах лайăх-çке», — теççĕ фермăра чылай çул тăрăшакан Ирина Петровна Ишуткинапа Маргарита Венедиктовна Филиппова. Фермăра ветеринар çук пирки çапла калаççĕ вĕсем. Çамрăк пăрусене пăхаççĕ те, пĕчĕкскерсен чирлесси те аякра мар. Кун пек чухне вĕсене çийĕнчех пулăшни кирлĕ.
Шурут-Нурăс сĕт-çу фермин заведующийĕ М.А.Мунтайкина ку ĕçченсем пирки ыррине нумай каларĕ. «Хăйсене шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Пăрусем ырă-сывă çитĕнччĕр тесе çине тăраççĕ. Тăрăшуллă та хастар вĕсем. Пур енĕпе те маттур», — терĕ Марина Анатольевна.
Фермăсенче çакăн пек çынсем ĕçпенĕ чухне районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пурăнать-ха. Вĕсем тивĕçлĕ канăва кайса пĕтсен; Çамрăксем фермăсенче ĕçлесшĕн мар-çке.
Ю.ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *