Воскресенье, 12 мая

Ĕçчене хисеплеççĕ

Ĕçчене хисеплеççĕ

Тăван тăрăха кăмăллани-ши, çĕре юратни-ши яла юлма хистенĕ Геннадий Портнова. Ăна хăй те уçăмлăн татса калаймасть. Унăн пурнăçĕ, пĕр шутласан, яла юлса тĕпленнĕ районти çĕршер çыннăнинчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть пулĕ. Çапах та Геннадий Евгеньевич çинчен каламалли те, çырмалли те пур.
Ача чухнех колхозра тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пиçнĕскер шкул пĕтерсен ДОСААФра водителе, районти «Сельхозтехника» предприятире тракторист-машиниста вĕренсе тухнă. Çарти службăран таврăнсан та унăн чун-чĕри хуланалла туртăнман. «Красный Октябрь» колхозра ĕçлеме пуçланă. Ашшĕ те, Евгений Викторович, çак хуçалăхрах ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă. Вăл ĕмĕрĕпех тракторпа та, комбайнпа та тăрăшнă. Геннадий пĕчĕк чухне вăл ĕçленине пăхса мĕн чухлĕ ăмсанман-ши? Ÿссе çитсен хăй те «хир карапĕ» çине ларса тикĕссĕн хумханса ларакан тырă пусси тăрăх мăнаçлăн çÿреме ĕмĕтленнĕ. Комбайнер ĕçĕ мĕнле йывăр та тарлă, тусанлă пулнине курсан та ашшĕн ĕçĕпе хăпартланнă.
«Красный Октябрь» колхозра тăрăшнă май тĕрлĕ ĕç тума тивнĕ унăн. Хуçалăхра вăл вăхăтра техника нумай пулсан та пушă ларман механизаторсем. Г.Портнов тракторпа ĕçленипе пĕрлех вырма вăхăтĕнче комбайн çине те ларнă. Пĕр сăмахпа каласан, ашшĕн ĕçне малалла тăснă. Хăйне шанса панă техникăна яланах юсавлă тытнă, хушнă ĕçсене вăхăтра пурнăçланă.
Çĕнĕ Шăхранта пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ Г.В.Атласкин фермер хуçалăхĕ йĕркелесен ăна хăйĕн патĕнче ĕçлеме сĕннĕ. Ку вăл 2000 çулсен пуçламăшĕсенчех пулнă. Унтанпа вăхăт чылай иртнĕ ĕнтĕ. Çав çулсенче Геннадий Портнов асăннă хуçалăхра пĕр улшăнми тăрăшнă. Хăех çĕр хатĕрленĕ, хăех акнă, им-çамсем сапнă. Утçи пуçлансан выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе ĕçленĕ. Тырпул пиçсе çитсен хастар механизатор «хир карапĕн» штурвалĕ умне ларать. Çу каçа çитĕнтернĕ тырра тăкаксăр пуçтарса кĕртме тăрăшать. Уй-хир пушансан та трактористăн лăпланса ларма вăхăт çук. Кăçал вăл кĕркунне 200 гектара яхăн суха ĕçĕсем тунă.
Хирте ĕçленипе пĕрлех Гена тете çу кунĕсенче фермăри выльăхсене апат пама та ĕлкĕрнĕ. Ирхине ирех тăрса унти ĕçсене вĕçленĕ те уя васканă. «Кăçал çанталăк шăрăх тăчĕ те уйрăмах йывăр килчĕ. Кабинăра чăтма çук пăчă, ывăнтарать. Апла пулин те ĕçе тумаллах», — тет механизатор.
Хальхи вăхăтра вăл фермăри выльăхсене апат панă çĕрте тăрăшать. Утă-улăма, сенаж-силоса хăех апата вĕтетсе хатĕрлекен миксер çине тиет, авăртса витесем тăрăх валеçет. Фермăри тислĕке те хăех турттарса тухать. Иртен пуçласа кун каçах кунта вăл.
Механизаторăн ĕçĕ çăмăл мар.Техника тухăçлă ĕçлетĕр тесен ăна пăхсах тăмалла, вансан çийĕнчех юсамалла. Паян тумалли ĕçе ырана хăварма юратмасть вăл. Çавăнпа ăна кунта хисеплеççĕ.
Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *