Воскресенье, 28 апреля

Тирпейлĕ пуласси хамăртан килет

Тирпейлĕ пуласси хамăртан килет

«Ялсенче пурăнакансене йăлари хыт каяш тултармалли ятарлă контейнерсем лартса пачĕç. Халăх çÿп-çапа унта-кунта сапалама пăрахрĕ тесен те юрать. Анчах тепĕр ыйту сиксе тухрĕ. Хăшĕ-пĕрисем: «Эпир йăлари хыт каяша турттарса тухнăшăн укçа кашни уйăхра тÿлетпĕр. Çавăнпа контейнера хăть мĕн те тултарма пултаратпăр, теççĕ пулас. Тĕлĕнмелле çак япала. Çакăн пек ÿкерчĕке пĕрре анчах курманран нумаях пулмасть Кĕçĕн Каçалти хыт каяш тултармалли контейнер площадкисем йĕри-тавра пĕтĕм çÿп-çапа пухса тирпейлерĕмĕр. Таврана илем кĕртес ĕçе хутшăннăшăн чĕререн савăнтăмăр. Вăхăт нумай та иртмерĕ, пĕрскер, «аллине хурса хăварманскер» контейнер площадки çумне йывăç тураттисем килсе пăрахнă. Çакăн пек хăтланнин сăлтавĕ хамăр пурăнакан тавралăхра тирпей-илем хуçаланни çак этем кăмăлне кайманнинче-ши е çын тăрăшса ĕçленине хисеплеменнинче-ши? Килти хуçалăхра эпир пурте тасалăх тытса тăма тăрăшатпăр. Мĕншĕн-ха тăван яла, тавралăха япăхтармалла? Çакăн пек пулăмсем пирĕн патра çеç мар, ытти ял тăрăхĕсенче те пулаççĕ-ши?» — çыраççĕ пăшăрханса Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакансем.
Чăннипех те çапла. Кун пек хăтланакансем чылай ял тăрăхĕнче пур. Нумайăшĕ йывăç тураттисене, помидор, çĕрулми аврисене, сĕтел-пукансене контейнера е унăн çывăхне килсе пăрахнине тĕл пулма пулать. Тĕрĕссипе вара, çакăн пек тума юрамасть. Ун пирки эпир хаçатра пĕрре кăна мар çырнă: йывăç турачĕсене çунтармалла, авăрсене çĕрме хумалла, кивĕ сĕтел-пукана пăрахма ятарлă техника чĕнсе илмелле. Ялта пурăнакансем вара çăмăлрах çул шыраççĕ — пĕтĕмпех контейнера тултараççĕ. Ун хыççăн вара тасамарлăх хуçаланма пуçлать. Кăштах та пулин чыслăрах пулса хамăр пурăнакан вырăна тирпейлĕхре тытасчĕ.
А.МАРИЯН хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *