Чирпе пĕрле кĕрешмелле

Чирпе пĕрле кĕрешмелле

Республика Пуçлăхĕ О.Николаев ятарласа кăларнă Указĕнче кану кунĕсенче библиотекăсене, архивсене, кинотеатрсене, театрсене, культурăпа кану учрежденийĕсене, СПА тата массаж салонĕсене, солярисене, мунчасемпе саунăсене тата çавăн евĕрлĕ пулăшу паракан объектсене ĕçлеме чарнă. Çакă бассейнсене, фитнес-центрсене, физкультурăпа сиплев центрĕсене тата физкультурăпа спортăн ытти объекчĕсене те пырса тивет.
Суту-илÿ тăвакан объектсенчен аптекăсем, ветеринари аптекисем, апат-çимĕç сутакан магазинсем ĕçлĕç. Вĕсемсĕр пуçне апат-çимĕçпе мар, анчах та пурнăçра чи кирлĕ таварпа суту-илÿ тăвакан хăш-пĕр предприятисем, çыхăну хатĕрĕсемпе ĕçлекен, суту-илÿ тăвакан ятарлă объектсем те уçă пулĕç.
Производствăпа техника условийĕ- сене кура чарса лартма çук организацисем, медицина, кая хăвармасăр тумалли финанс пулăшăвĕ енĕпе ĕçлекен тата ытти кулленхи ыйтусене çийĕнчех татса парас тĕлĕшпе тăрăшакан организацисем хăйсен яланхи ĕçĕнче пулĕç.
Олег Николаев республика çыннисене ĕçлемен кунсенче килте ларма, сăлтавсăрах çынсемпе хутшăнассинчен пăрăнарах тăма сĕннĕ. Асăрхануллăрах пулни çеç хăрушă чиртен сыхланма май парассине палăртнă.
Тĕрлĕ чарусем, ĕçлемелли мар кунсем тата ытти мерăсем — ирĕксĕртен, чир сарăлассине мĕнле те пулин чарас тĕллевпе тунă утăмсем. Анчах та пурте пĕрле кар тăрса кĕрешмесĕр чире çĕнтереймĕн. Кашнин ăнланни, хăрушсăрлăх мерисене çирĕп пăхăнни кирлĕ. Прививка тутарни паянхи кун коронавирусран сыхланмалли чи лайăх меслет пулни çинчен тăтăшах аса илтерсе тăраççĕ пулин те районта вакцинациленменнисем чылай-ха.
Г.ЮРЬЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *