Коронавирус сарăлассипе çыхăннă лару-тăру республикăра питĕ çивĕч пулнине кура октябрĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа çĕнĕ чару мерисем вăя кĕнĕ. Çапла халĕ обществăлла апатлану вырăнĕсене тата социокультура учрежденийĕсене, çав шутра театрсене, культура çурчĕсене, физкультурăпа спорт учрежденийĕсене, массаж салонĕсене, обществăлла мунчасемпе саунăсене, вакцинаци тунине çирĕп- летекен QR-кодсем е COVID-19 ерменнине ĕнентерекен документсем тăрăх çеç кĕртме тивĕç.
Паянхи кун пирĕн районта та чирлекенсем йышлă, çĕнĕ тĕслĕхсене кашни эрнерех регистрацилеççĕ. Районти тĕп больницăран пĕлтернĕ тăрăх, октябрĕн 3—10-мĕшĕсенче районта 49 çын коронавируспа чирленĕ, 30 çыннăн коронавирус пулни çирĕпленмен, 57 çыннăнне ОРВИ пулнине палăртнă. Çапла пĕр эрнере 136 çын чирлесе тухтăрсенчен пулăшу ыйтнă, вĕсенчен 68-шне пневмоние пула ковид-госпитальсене вырттарнă, ыттисем килĕсенче сипленеççĕ.
Чирлекенсен ÿсĕмне пăхас пулсан, чир ертнисем хушшинче тĕрлĕ ÿсĕмрисем те пур. Çав вăхăтрах 60 çултан аслисем хушшинче чир ертнисем уйрăмах йышлă — 18 çын. Ялсем тăрăх та коронавируспа чирлекенсен шучĕ пĕр пек мар. Комсомольскинче — 11 çын, Тăманлă Выçлинче — 5, Тукай Мишерте — 5, Анат Ти- мĕрчкассинче — 4 çын COVID-19 ертнине палăртнă, ытти ялсенче çакăн пек тĕслĕхсем 1_2 çынпа танлашаççĕ.
Чиртен сыхланас, вăл ерсен те çăмăллăн ирттерсе ярас тесен вакцинаци тумалли çинчен час-часах аса илтерсе тăратпăр. Апла пулин те, районта прививка тума васкаман çынсем нумай. Октябрĕн 11-мĕшĕ тĕлне районĕпе пурĕ 6564 çынна вакцинациленĕ, çакă районта пурăнакан çынсен 27 проценчĕпе танлашать. Коронавирус сарăлассине чарма ку, паллах, çителĕксĕр. Юлашки эрне хушшинче 240 çын вакцинаци витĕр тухнă, çав шутра 17-шĕ 60 çултан аслăрах.
Роспотребнадзорăн çĕнĕ йышăнăвĕ тăрăх, пулăшусен сферинче, вĕренÿ тытăмĕнче, сывлăх сыхлавĕнче тата ытти хăш-пĕр сферăсенче тăрăшакансен ноябрĕн 1-мĕшĕччен вакцинацин пĕрремĕш тапхăрĕ витĕр тухма васкамалла. Ноябрь уйăхĕнчен пуçласа прививка туман сотрудниксене вăхăтлăха ĕçрен хăтарĕç е инçет мелпе ĕçлесси çине куçарĕç. Çавăнпа та васкăр, вакцинаци вăхăтра туни паянхи кун питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Н.Медведева.