Пятница, 26 апреля

Унăн ĕçĕсем курăмлă

Унăн ĕçĕсем курăмлă

Çанталăк кĕр енне сулăнчĕ те, кун палăрмаллах кĕскелчĕ. Çĕрлехи вăрăм каçсенче, тепĕр чухне, сăнÿкерчĕксен альбомĕсене алла илсе уçкаласа пăхса ларать Владимир Михайлович. Федоровсен вĕсем темиçе те. Палланă сăнсем ирĕксĕрех аса илÿ авăрне илсе кĕреççĕ. Ара, вĕсенче иртнĕ кун-çул ÿкерĕнсе юлнă-çке. Акă, Володя çамрăк, мал ĕмĕтлĕ каччă. Тепринче мăшăрĕпе, Маргарита Ивановнăпа пĕрле. Виççĕмĕшĕнче ĕçлекенсемпе юнашар тăрать. Шел, хăшĕ-пĕринпе текех алă тытса сывлăх сунаймасть вăл, ĕмĕрлĕхех куçне хупнă вĕсем. Асаилÿсем, асаилÿсем…
Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен агроном специальноçне илсе тухнă хыççăн Комсомольски тăрăхне çитнĕ Çĕрпÿ районĕнчи Виçкасси ялĕн çамрăкĕ. Аслă шкулта та мелиораци енĕпе специализациленнĕ те, ăна шăпах мелиораципе шыв хуçалăхĕн Комсомольскинчи районсем хушшинчи пĕрлешĕвне ĕçлеме янă. Малтан аслă механикра, тĕп инженерта ĕçленĕ, 17 çул ертÿçĕре тăрăшнă. Шăпах начальник пулнă çулсенче патшалăх çĕрсене шăварасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Ку енĕпе Министрсен Кабинечĕ «РСФСРти хура тăпраллă мар çĕрсене лайăхлатасси çинчен» ятарлă постановлени кăларнă. Çак тĕллевпе укçа-тенкĕ те уйăрнă. Анчах та пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ те пысăк пулнă. Кăнтăр енчи тăватă районпа ĕçлеме тивнĕ. Объектсем базăран 80 е ытларах çухрăм инçетĕшĕнче пулнă май хушма йывăрлăхсем те тухса тăнă. Пĕрлешĕвĕн тĕрлĕ ĕçсем тума тивнĕ. Юханшывсене пĕвелесе плотинасем тунă, эрозие хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе те вăй хунă. Комсомольски районĕсĕр пуçне Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă тăрăхĕнче те пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене шăвармалли установкăсем вырнаçтарма пулăшнă. Хирсене шăварни вырăн-вырăнпа 1,5 хут ытларах тухăç илме май панă. Халĕ те астăвать-ха, пĕр хиртен выльăх кăшманне кашни гектартан 1200-шер центнер пуçтарса илчĕç. Нумай çул ÿсекен курăксене те виçĕ хутчен çулма май панă. Шăварнин усси пысăк пулнă. Анчах та çĕршывра лару-тăру кăткăсланнă вăхăтра мелиораци çине питех тимлĕх уйăрма пăрахнăччĕ. Халĕ ку енĕпе тепĕр хут ĕçлесшĕн. Вăл вăхăтра тунă плотинасем, 30—40 çул иртнĕ пулин те, çирĕп тăраççĕ. Апла пулсан мелиораторсем ĕçе пахалăхлă пурнăçланă, алран кайтăр тесе çеç ĕçлемен. 1970—90 çулсенче пĕрлешÿ çул-йĕр тăвассипе те, çурт-йĕр çĕклес тĕлĕшпе те тăрăшнă. Комсомольскинчи Çурçĕр поселокне каякан, Асанкасси фермине çитекен çулсене туни асĕнче.
«Комсомольская-11» ПМК Елчĕк, Шăмăршă тата хамăр районта та нумай хутлă çуртсем чылай хăпартнă. Район центрĕнчи Кабалин микрорайонĕнчи, Шолохов, Заводская тата ытти урамсенчи чылай çурт — вĕсен ĕçĕ.
Малалла вулас

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *