Понедельник, 6 мая

Амăшĕн савăнăçĕ – ачисем

Амăшĕн савăнăçĕ – ачисем

Пурнăçра эпир паттăрсем шыратпăр. Вĕсем вара юнашарах. Çапла, хамăр хушăрах çÿреççĕ, пирĕнпе калаçаççĕ. Анчах та вĕсене эпир асăрхамастпăр çеç. Çук, вăрçăра пулман вĕсем, хăрушă преступника та тытса чарман, вут-çулăма кĕмен.
40 çула çитичченех мăшăрсăр тăрса юлса 5 ачана ура çине тăратни, вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларни, çав вăхăтрах кил-çурта тытса тăни, колхоз ĕçне те ĕлкĕрни хăйнеевĕрлĕ паттăрлăх мар-и? Хуйхă-суйха, йывăрлăхсене парăнтарса 80 çула çитме чăтăмлăх çитерни, паян та вăр-вар çÿрени çамрăксемшĕн тĕслĕх мар-и?
Сăмахăма ман Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакан Лидия Александровна Лукиянова пирки пуçарас килет. Вăрçă умĕн çуралнăскерĕн мĕн пĕчĕкрен ĕçе кÿлĕнме тивнĕ. 12 çултах амăшĕпе пĕрле хире çум çумлама çÿренĕ. 14 çулта тырă вырма пуçланă. Тепĕр çултан Чĕчкенти сурăх ферминче ĕçлеме пикеннĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ялти нумай-нумай хĕрачанни пекех ачалăхĕ ĕçре иртнĕ. Туй туса пĕр ялти çамрăкпа çемьеллĕ пулнă. Пурнăçа юратнă мăшăрпа пĕрле ĕмĕрлеме ĕмĕтленнĕ. Иккĕшĕ пĕрле çурт-йĕр çавăрнă, хуралтăсем çĕкленĕ. Телейлĕ кун-çул патне ăнтăлнă. Анчах та çемьене инкек килсе çапнă. 16 çул килĕштерсе пурăннă хыççăн хĕрарăм мăшăрсăр тăрса юлнă. Ачисем пĕринчен тепри пĕчĕк. Асли 15 çулта, кĕçĕнни 3 çул та тултарман. Вĕсене тăрантармалла, тумлантармалла, хуçалăха та тытса пымалла. Йывăр хуйха Лидия аппа ĕçре пусарма тăрăшнă. Ĕçлемесĕр майĕ те пулман, унсăрăн ачисене ура çине тăратаймассине ăнланнă вăл. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. 1970—80 çулсенче ĕне тытма мăшăрлă çемьесем те пурте пултарайман. Маттур хĕрарăм вара ачисене юр-варсăр лартман. Унсăр пуçне сурăхсем те, сыснасем те усранă, кайăк-кĕшĕк ÿстернĕ. Фермăна та ĕлкĕрнĕ, килте те тирпейлĕх хуçаланнă. Çуртра çурçĕрччен электричество çути сÿнмен, ирех тăрса колхозăн выльăх-чĕрлĕхĕ патне васканă. Хĕл каçма сахалтан та 3 автомашина вутă кирлĕ пулнă. Вăрмана çуран çÿресе пуртă-пăчкăпа вутă хатĕрленисене паянхи кун та манаймасть Лидия аппа. Пĕччен хĕрарăм вăрманта! Мĕн чухлĕ хăраман-ши вăл? Анчах та мĕн тăвăн, шартлама сивĕре ачасене шăнтса лартаймăн.
Пĕр ĕçрен те ÿркенсе тăман Лидия Александровна. Фермăра пăрусем те пăхнă, 10 çул ытла сыснасем патĕнче ĕçленĕ. Вăл вăхăтра унта ĕçĕ йывăр пулнă. Пур ĕçе те алă вăйĕпе тунă. 

Малалла вулас

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *