Пятница, 12 апреля

Конкурса хутшăнать

Конкурса хутшăнать

Август уйăхĕнче «Кооператор» ООО Пĕтĕм Раççейри «Турист сувенирĕ» конкурса хутшăнма заявка панăччĕ. Атăлçи федераллă округри тапхăра 12 регионти 453 издели хутшăннă.
Пермь крайĕнчи, Самара, Саратов, Ульяновск, Чулхула, Киров, Пенза облаçĕсенчи, Пушкăртстан, Мордва, Тутарстан, Удмурт тата Чăваш республикисенчи предприятисем хăйсем туса кăларнă продукцие тăратнă.
Сувенирсем номинацире пирĕн районти «Кооператор» ООО хатĕрленĕ «Яблочный» сĕткен те пур. Экспертсем ăна финалти выставкăра хаклĕç. Çĕнтерÿçĕсем ытти регионсенче палăрнисемпе пĕрле Пĕтĕм Раççейри конкурсăн финалĕнче тупăшĕç.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *