Кĕсье телефонĕпе çыхăннă ултавсем пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче тăтăшах пĕлтерсе тăраççĕ. Асăрхаттарусем çынсем йышлă çÿрекен вырăнсенче те пур. Апла пулин те серепне çакланакансем тĕл пулаççĕ-ха. Акă, сентябрь уйăхĕнче çеç районта ун пек 2 тĕслĕх пулнă, иккĕшĕ те Урмаел ялĕнче пурăнакансем.
Сентябрьте социаллă сферăра ĕçлекене тĕрлĕ номерлĕ телефонсемпе банкăн хăрушсăрлăх службин ячĕпе шăнкăравланă, ун ячĕпе такам кредит илме хатĕрленни çинчен пĕлтернĕ. Пуçне пăтратса пĕтерсе онлайн мелĕпе 230 пин тенкĕ кредит илтернĕ. Ун хыççăн кредита «Сбербанк онлайн» урлă вăл мошенниксене укçана куçарса панă.
Сентябрĕн 15-мĕшĕнче Инстраграммра укçа-тенкĕпе çыхăннă вырăнта пĕлтерÿ асăрханă. Унта кĕнĕ хыççăн ун патне шăнкăравсем килме пуçланă. Ултавçăсем хĕрарăма 600 пин тенкĕ кредит илме илĕртнĕ, вăл укçана преступниксене куçарса панă. Кил-хуçи хĕрарăмне çак утăм тума мĕн хистенĕ, ăнланма йывăр.
Район çыннисем, енчен те сире банкăн хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем тесе шăнкăравласан та, кредит илме ыйтсан та ан ĕненĕр. Ун пек шăнкăравсем пулсан банк полици ĕçченĕсемпе е банкăн хĕрÿ линийĕпе çыхăнăр.
Укçа-тенке ултавçăсенчен сыхласа хăварас тесен палламан çынсемпе телефонпа ан калаçăр, банк карттин номерне ан калăр, укçа-тенке ан куçарăр.
Р.ЗАЙНУЛЛИН.