Фитнес-аэробикăпа Самара хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди палăрнă. Ун йышĕнче пирĕн районтан та пулнă.
«Свит Бейби» /тренерĕ Мария Долгова/ команда 11—13 çулхи хĕрачасем хушшинче «Перфоманс» дисциплинăра, аэробикăра виççĕмĕш кăтартупа палăрнă.
Республикăн пĕрлештернĕ командин çитĕнĕвĕнче пирĕн ентешсен тÿпи пурри савăнтарать. Вĕсене Раççей кубокĕшĕн пыракан тупăшусенче ăнăçу сунатпăр.
/ХАМĂР ИНФ./.