Пулăшу пачĕç

Пулăшу пачĕç

Вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче районти халăха социаллă пулăшу паракан центр район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе тата вĕсен прависене сыхлас енĕпе ĕçлекен комиссипе пĕрле йывăр çемьесем валли канцеляри таварĕсем тата шкула кайма кирлĕ япаласем пуçтарас тĕлĕшпе «Вĕренме кайма пулăш» ыр кăмăллăх акцийĕ йĕркеленĕ.
Унта патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсемпе пĕрлех ачасен шăписемшĕн пăшăрханакан А.В.Смирнова, Е.С.Тарасова, Н.М. Ямалиева /Комсомольски ялĕ/ хутшăнчĕç. Çавăн пекех Шупашкарти Аня Чижова ячĕллĕ сыватма çук чирпе чирлекен ачасене пулăшакан ыркăмăллăх фончĕ, Пĕтĕм Раççейри «Молодая гвардия» обществăлла организацин регионти уйрăмĕн волонтерĕсем Яна Густомесова, Анастасия Лепешкина, Анастасия Галзанова, Расим Шарафутдинов, Светлана Зайкова çак сăваплă ĕçрен айккинче юлмарĕç.
Акци вăхăтĕнче йывăр лару-тăрури 20 ытла çемье канцеляри таварĕсем, гигиена хатĕр-хĕтĕрĕ, шкула кайма кирлĕ япаласем ?костюмсем, кĕпесем, галстуксем/ илме пултарчĕç.
Ырă ĕçе пуçаракансем тата унта хутшăннисем тав сăмахне тивĕçлĕ.
Т.СМИРНОВА,
халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *