Четверг, 25 апреля

Прививка тутарнисене хавхалантарĕç

Прививка тутарнисене хавхалантарĕç

Коронавирус каялла чакмасть. Ăна пула нумай çын больницăра сипленет, чылайăшĕ пурнăçран уйрăлать. Юлашки вăхăтра ковидпа чирлекенсен йышĕ ÿсни те палăрать. Кунсерен республикăра 74—78 çын çак амака çаклатнине калаççĕ тухтăрсем. Чир çамрăкланать, аслă ÿсĕмрисене çеç мар, ачасене те парăнтарать вăл.
Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх коронавируса пурте пĕрле прививка тутарни çеç çĕнтерме пулăшать. «Çавăнпа та пĕр тăхтаса тăмасăрах вакцинациленмелле», — теççĕ шурă халатлă ĕçченсем.
Çакна тĕпе хурса нумайăшĕ прививка тутарма та ĕлкĕрнĕ. Районти тĕп больницăран пĕлтернĕ тăрăх хальлĕхе 6 пин ытла çынна вакцинациленĕ. Ĕçлекен çынсене меллĕрех пултăр тесе медицина ĕçченĕсен мобильлĕ ушкăнĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсем предприятисемпе организацисене, ялсене тухса çÿреççĕ, вырăнтах прививка тăваççĕ. Тĕслĕхрен, çак эрнере мобильлĕ ушкăн райпора тăрăшакансене прививка турĕ. Шăпах кунти ĕçченсем çынсемпе ытларах тĕл пулаççĕ, хутшăнаççĕ. Чылайăшĕ вакцинаци тутарчĕ. Медицина ĕçченĕсем ытти коллективсене те çитме хатĕр. Вакцинациленни хамăр сывлăхшăн-çке. Çавăнпа та ку ĕçе вăхăтра пурнăçламалла.
Иртнĕ эрнере коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперштабăн черетлĕ ларăвĕнче те Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев халăха вакцинацилес ĕçе вăйлатмаллине каланă.
Халăхпа ирттерекен мероприятисене малашне прививка тутарнисене çеç явăçтармаллине каланă ларура. Унсăр пуçне вакцинациленнĕ çынсене хавхалантарма палăртнă. Сăмахран, Цифра министерстви ятарлă сервис уçма сĕнет. Çавна май вакцинациленнисене спортпа культурăн хăш-пĕр учрежденине тÿлевсĕрех кĕртĕç. Ку пуçарăва регион ертÿçи ырласа йышăннă. Мобильлĕ платформăна çитес 2 эрнерен ĕçлеттерсе яма палăртаççĕ специалистсем.
Республикăра коронавирусăн Инди штамĕпе чирлекенсен шучĕ те ÿсет. Шăнса пăсăлакансен, ÿпке шыççипе аптракансен те. Шкулсенче коронавирус сарăлма тытăннине асăрханă. Сентябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне республикăри 31 пĕлÿ учрежденийĕнче ковид тупса палăртнă.
Октябрĕн 1—17-мĕшĕсенче Чăваш Енре студентсен отрячĕсен слечĕ иртет. Унта федерацин Атăлçи округĕнчи 14 регионтан 450 çамрăк килĕ. Анчах та прививка тутарнисем çеç слета хутшăнма пултараççĕ. Çамрăксен сывлăхне кунсеренех тĕрĕслесе те тăраççĕ.
А.МАРИЯН хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *