Больничнăй – 100 процент

Больничнăй – 100 процент

Çамрăк çемьесене пулăшас тĕллевпе 2021 çулхи майăн 26-мĕшĕнчи 151-ФЗ «Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи сентябрн 1-мĕшĕнчен пуçласа 8 çула çитичченхи ачана пăхакан ашшĕ-амăшне больничнăй 100 проценчĕпех тÿлеççĕ. Тÿлеве стажа пăхмасăр юлашки икĕ çулхи вăтам ĕç укçине кура параççĕ. Ку тĕллевпе тивĕçтерме социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмне хушма укçа уйăрса панă.
Укçана ĕç параканăн реестр кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн «Мир» картта çине куçарса параççĕ.
Ĕç параканăн ашшĕ-амăшĕнчен вăхăтлăх ĕçлеме пултарайманни çинчен хут илнĕ хыççăн фондăн регионти уйрăмне 5 кунра тăратмалла. Социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмĕ пособи тÿлевĕпе 10 кунра тивĕçтерĕ.
Ку çĕнĕлĕх пирки РФ социаллă страховани фончĕн сайтĕнче социаллă пулăшу илекенĕн уйрăм кабинетĕнче е «Социаллă навигатор» хушăмра /приложенире/ те пĕлме пулать.
В.ТИХОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *