Понедельник, 22 апреля

Уй-хирте

Уй-хирте

Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем малалла пыраççĕ.
Сентябрĕн 13-мĕшĕ тĕлне 6059 тонна утă, 14489 тонна сенаж пур. Хальхи вăхăтра чылай çĕрте силос хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ. Çак паха апата «Асаново» /1500 тонна/, «Рассвет», «Луч» ЯХПКсем, В.Белкинăн фермер хуçалăхĕ /1200—1250 тонна/ ытларах янтăланă. Районĕпе хальлĕхе 10171 тонна силос хатĕрленĕ.
2290 гектар кĕрхи тулă. 565 гектар ыраш акса хăварнă. Районĕпе пурĕ 2855 гектар кĕр тыррисем акнă.
Хуçалăхсем пикенсех кĕрхи çĕртме тăваççĕ. Ку ĕçе 5899 гектар çинче пурнăçланă. Сухаласси «Урожай» колхозра /1150 гектар/, «Асаново» /820 гектар/, «Восток» /500 гектар/ хуçалăхсенче аван пырать. Çанталăкпа туллин усă курса районти колхозсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем уй-хир ĕçĕсене вăхăтра вĕçлесс тесе тăрăшаççĕ.
Р.БАСНИКОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *