Пятница, 26 апреля

Юрри-ташшипе савăнтараççĕ

Юрри-ташшипе савăнтараççĕ

Районти «Каçал» халăх фольклор ансамбльне /ертÿçи Владимир Павлов/ республикăра тата унăн тулашĕнче лайăх пĕлеççĕ. Пултаруллă та маттур артистсем таçта та çитсе хăйсен юрри-ташшипе савăнтараççĕ. Вĕсен пултарулăхне кашни çĕрте хапăл туса кĕтсе илеççĕ.
Акă, канмалли кунсенче «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ Тутарстан республикинче тата Самар облаçĕнче пурăнакансене юрри-ташшипе савăнтарнă. Пултаруллă коллектив Тутарстан республикинчи Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче, Иван Яковлевич Яковлев çуралнă тăрăхра йĕркеленĕ «Чÿклеме» чăваш уявне çитсе килнĕ. Унтан вĕсем Самар облаçĕнчи Халăх туслăхĕн этнопаркне уçнă çĕре хутшăннă.
— Канмалли кунсем çав тери асра юлмалла иртрĕç. Коллективпа тÿрех икĕ уявра пулма тÿр килчĕ. Ку — пире савăнтарать, хавхалантарать. «Чÿклеме» уявне хутшăнса куракансене хамăр пултарулăхпа паллаштартăмăр. Чăваш юрри-ташшине хапăлласа йышăнни ĕçлеме вăй-хă- ват парать. Татах юрлас, ташлас, çынсене савăнтарас килет. Самар облаçне çитсе курни те пысăк чыс пулчĕ. Кунта пире чи сумлă хăнасене кĕтсе илме шанчĕç. Этнопарк уçнă май хăнасене савăк юрă-ташăпа кĕтсе илтĕмĕр. Уявсене тухса çÿрени пултарулăха атлантарма, ыттисен юрри-ташшине курса киленме, туслăха çирĕплетме пулăшать. Çавăнпа та фестивальсене, конкурссене татах та хутшăнасчĕ-ха, чăваш юрри-ташшипе пин-пин çынна савăнтарасчĕ, — терĕ уявсенчен савăк кăмăлпа килсе çитнĕ Владимир Павлов.
Чăннипех те çапла, «Каçал» халăх ансамблĕ шăрантаракан юрăсем, савăк ташшисем районта пурăнакансене çеç мар, республикăра, Раççейре, ют çĕршывсенче пурăнакансене савăнтарччăр.
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *