Ултавçăсенчен сыхланăр!

Ултавçăсенчен сыхланăр!

Çынпа çын тĕл пулмасăр паян анлă сарăлнă преступленисенчен пĕри — укçа вăрлас тĕлĕшпе улталани тата тĕрĕс мар ăнлантарса аташтарса яни. Нумай чухне ултавçăсем банксен клиенчĕсем патне «банксен хăрушсăрлăх служби» е «финанс мониторингĕн служби» тесе шăнкăравлаççĕ.
Ку чухне банк карттипе шанчăксăртарах операци _ тавар туянма, картта çинчи укçана илме тата куçарма — тума тăнине пĕлтереççĕ. Картта çинчи укçа-тенке упраса хăварас тĕлĕшпе мошенниксем çынна хушма операцисем тума сĕнеççĕ. Çынсемпе çыхăнмалли телефон номерĕсене тата ытти вăрттăн информацие ултавçăсем даркнет пĕрлештернĕ никĕсĕнче, Интернетăн вăрттăн тытăмĕнче, туянаççĕ е Пĕтĕм тĕнчери анлăшĕнче ирĕклĕнех вырнаçнăран тупаççĕ. Нумай чухне мошенниксем +7/495/******* /Мускав хулипе çыхăнмалли код/ усă кураççĕ. Ултавçăсем банк карттин 16 цифрăран тăракан номерне, унăн хуçин ятне, картта хăçанччен вăйра пулнине, унăн тепĕр енчи кодне, çавăн пекех банкран килекен СМС кодне ыйтса пĕлеççĕ.
Кунсăр пуçне улталаса онлайн-банкăн харпăр хăй пÿлĕмне кĕмелли парольсене ыйтаççĕ.
Хăш чухне çынсен шучĕпе пуяс шутлисем калаçу вăхăтĕнчех укçа-тенкĕне лайăхрах упраса хăварма кĕсье телефонĕсем çине ятарлă хушăм вырнаçтарма сĕнеççĕ. Çак программа вара ултавçăсене банк карттинчен аякра вырнаçнă пулсан та ĕçлеме, харпăр хăй пÿлĕмĕпе усă курса хăйсен счечĕсем çине укçа-тенкĕ куçарма май парать. Çакăн йышши программăсем банк картти çинчи мĕн пур укçа-тенкĕне куçарса яма май панипе пĕрлех унччен мобильлĕ хушăмра банк кредитпа тивĕçтерессине пĕлтерсе укçа-тенкĕ кивçен илме ырланă кредита та, укçине урăх счет çине куçарма та пулать.
Нумай чухне ултавçăсем хăйсен шанчăкне кĕнĕ çынсене онлайн-банк урлă кредит илме те хистеççĕ. Счет çине куçарнă е кредит картти çинчи укçана илсе ятарлă счет çине хума сĕнеççĕ. Укçана упраса хăварма ытларах чухне телефон номерĕсен лицевой счечĕсем çине. Кун пек чухне ултавçăсем хăйсен клиенчĕсене шеллесе çывăхри банкомата çитсе килме такси те чĕнсе параççĕ.
Юлашки вăхăтра укçа-тенкĕ вăрламалли ансатах мар схемăсем те шутласа кăлараççĕ, «банк ĕçченĕсен» шăнкăравĕ çумне суя право хуралĕн ĕçченĕсем те хутшăнаççĕ. Вĕсем вара чăнах та гражданинăн укçине такам вăрласшăн пулнине çирĕплетсе парса çынна картта çинчи укçана перекетлĕ счет çине хума ÿкĕте кĕртеççĕ. Çавăн пекех çынсен шучĕпе пуяс тĕллевлисем кредит историйĕсен бюровĕсен ячĕпе те шăнкăравлаççĕ. Ку чухне вăл е ку çын ячĕпе такам кредит илме шутланине пĕлтереççĕ.
Тĕрлĕ тавара йÿнĕ хакпа сутассине пĕлтерсе çырусем яракан, паллă сайтсен копийĕсене хатĕрлекен ултавçăсем те пур-ха. Суя сайтсене кĕрсе чуна каякан тавара суйланă хыççăн ăна туянма палăртса заявка янă май банк карттин даннăйĕсене çыраççĕ. Асăннă йышши сайтсене кĕрсе вара компьютер тата телефон çинче упранакан мĕн пур информацие уçса паракан вируспа сиенлетме пултараççĕ.
Çавăн пекех вулакансене укçа-тенкĕ йăкăртма усă куракан тепĕр тĕспе те паллаштарасшăн, ăна спам теççĕ. Ку чухне çын пысăк сумма укçа выляса илнине е ăна илме укçа тÿлемеллине пĕлтереççĕ. Анчах та ăна иличчен малтан пысăках мар комисси тÿлемеллине палăртаççĕ. 2020 çулта çакăн йышши анлă сарăлнă преступленисенчен тĕрлĕ социаллă тÿлевпе çыхăннипе янă çырусем, вăл шутра коронавирус инфекцийĕпе чирлесе ирттернĕ хыççăн паракан тÿлев пирки те.
2020 çулта Раççейре çынсем патне паллă мар кĕсье телефонĕсенчен килекен шăнкăравсем хушшинче 63 проценчĕ спамсем пулнă пулсан, 5,9 проценчĕ ултавçăсем шăнкăравĕ пулма пултарнине палăртнă. Ку чухне вĕсем тăтăшах кĕсье телефонĕсен номерне улăштарса тăрассипе çыхăннă технологипе те анлă усă курнă. Нумай чухне мошенниксем финанс организацийĕсен, патшалăх учрежденийĕсен тата юридици сăпатлă финанс организацийĕсен телефон номерĕсене кăтартнă.
Банк карттипе çыхăннă вăрттăн информацие пĕлтерме ыйтакан суя банк ĕçченĕпе нимĕнле ĕç те ан пурнăçлăр, калаçма кăмăл çуккине палăртса шăнкăрава пăрахăр. Çийĕнчех хăвăрăн укçа-тенкĕ упранакан банка шăнкăравлăр. Çакна та асра тытса юлăр: банксем нихăçан та банк карттин номерне е ытти даннăйсене ыйтма шăнкăравламаççĕ. Укçана упраса хăварма ятарлă счетсем çине те куçарма сĕнмеççĕ.
Интернет уçлăхĕнче ĕçленĕ май хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекен вирус çулне пÿлекен ятарлă программăсем вырнаçтармалла. Интернет-банка кĕнĕ чухне сайт адресĕ çинче https: // пулмалла тата хупă уçă палли лармалла. Çакă хăрушлăхсăр çыхăну пулнине палăртать.
Енчен те эсир ултвçăсен серепине лекрĕр пулсан çакăн çинчен çийĕнчех банка пĕлтерĕр, мошенниксем усă курма пултарнă картта ĕçне чарса лартăр. Кун çинчен тÿрех ыйту çырса полици сотрудникĕсене пĕлтерĕр. Транзакци хамăр çĕршыврах пулса иртнĕ пулсан гражданин çыру янă хыççăн кредит организацийĕ ăна 30 кун хушшинче, енчен те укçана çĕршыв тулашĕнче йăкăртнă пулсан 60 кунра пăхса тухма тивĕç.
Çаксене шута илсе хăвăра тата хăвăр укçа-тенкĕре упрăр.
Р.ЗАЙНУЛЛИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *