Вторник, 30 апреля

Юсав валли укçа уйăрнă

Иртнĕ уйăхра çанталăк условийĕсене пула, вăйлă çил тухни Кĕçĕн Каçалти культура çурчĕн çивиттине пысăк сиен кÿнĕ. Çавăнпа та тÿрех вырăна çитнĕ комисси лару-тăрупа паллашнă хыççăн, вăраха ямасăр юсав ĕçĕсене пурнăçламаллине палăртнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Краснов, Юрий Попов лару-тăрăва пĕрле сÿтсе явнă, юсав ĕçĕсене ирттермелли майсене пăхса тухнă. Тăхтаса тăмасăрах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ячĕпе пулăшу кÿме ыйтса çырнă.
Халĕ вара Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакансене ырă хыпар пĕлтерме васкатпăр, республикăри резерв фондĕнчен культура çурчĕн çивиттине витме 2 миллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕ уйăрнă. Çитес кунсенче аукцион иртет, строительство ĕçне кам пурнăçласси паллă пулать. Çавăнпа та ĕçе кĕске вăхăт хушшинче, çак уйăхра вĕçлеме те палăртаççĕ.
Н.МЕДВЕДЕВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *