Воскресенье, 5 мая

Пĕр лаптăк çĕре те акмасăр хăварман

Пĕр лаптăк çĕре те акмасăр хăварман

Пĕр кунхине редакцине ăшă кулăллă, вашават кинеми Мускавра пурăнакан ывăлне салам яма килчĕ. Вăл — Кĕçĕн Каçалта пурăнакан Александра Сергеевна Скворцова — район хаçатне нумайранпа пĕр çул сиктерми çырăнать, юратса вулать. 93 çулта пыракан ватă çын хăйĕн çулĕсенчен нумай çамрăк курăнать. Уçă кăмăллăскерпе манăн сăмах пĕр килчĕ.
— Ачасем манăн ытарма çук лайăх. Çулĕ çывăх пулмасан та тăтăшах килсе çÿреççĕ. Кил-çуртри, хуçалăхри ĕç-хĕлте пулăшсах тăраççă. Мана хăйсем патне чĕнеççĕ. Тăван киле мĕнле пăрахса тухса каяс-ха, — калаçрĕ сăмах çăмхине сÿтнĕ май ватă.
Александра Сергеевна Хырай Ĕнелĕнчи Читнаевсен йăхĕнчен. Вăл тăван ялĕнчи 7 çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ. Хĕрача 12 çул тултарсан Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă. Унăн пурнăçĕ, вăрçă çулĕсенчи ытти ачасенни пекех, çăмăл пулман. Выçăллă-тутăллă пурăннă, йывăр ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ.
— Аслисемпе пĕрле колхозра кунĕн-çĕрĕн ĕçлеттĕмĕр. 12 ача туслă, килĕштерсе ăмăртса-чупса кĕлте йăтаттăмăр. Вĕсенчен халĕ эпĕ çеç юлтăм. Кăшт ÿссен вăкăрсем çирĕплетсе пачĕç. Колхоз хирĕсене пулăхлатма килрен тислĕк пуçтараттăмăр. Лаша вити патĕнчи тислĕке те хире турттараттăмăр. Вăкăрсемпе суха та тунă — сухапуçне икĕ вăкăр кăкараттăм. Вăкăр кÿлсе Канаша тырă леçме те нумай çÿренĕ. Караклă тăвĕ вăл вăхăтра чăнкăччĕ. Урапа е çуна шуса анса каясран айне хума алăра чул тытсах пыраттăмăр. Вăкăрĕсем час-часах кутăнлашса выртатчĕç. Вĕсене кĕлте чĕртсе хырăмĕ патне хурса тăрататтăмăр. Шартлама сивĕре те ураран çăпата кайман. Çие тăхăнмалли тумтирĕ те çав таран çеç пулнă.
Каярах «Ударница» ятлă лаша çирĕплетсе пачĕç. Вăл Аслă Çĕнтерÿ кунне хăмласа парса мана та кантарнине питĕ лайăх астăватăп. Тихине «Победа» ят патăмăр. Юлташ хĕрĕпе 2 çул лаша пăхаканра ĕçлерĕмĕр — 30 лаша шанчĕç. Юланутпа Чапаев пек мăнаçлăн çÿреттĕм. Кÿлнине çав тери юратман «Плугарь» ятлă лаша пурччĕ. Вăл мана çанăран çыртса вăр-вар вырăнтан куçарса тăрататчĕ. Лашасене юр кайсанах хире çитерме илсе тухаттăмăр. Вĕсем яланах тутă пулччăр тесе аслати кĕмсĕртетсе, çиçĕм çиçсе çумăр çусан та хиртен кĕмен. Унтан Хырай Ĕнелĕнчи шкулта техничкăра 2 çул тăрăшрăм.
Кĕçĕн Каçал яшне Бориса качча тухсан колхозра ĕçлерĕм. Ĕçсене ытларах алă вăйĕпе пурнăçлаттăмăр. Хĕле кĕрсен тракторпа улăм тиеме каяттăмăр. Пĕрле сенĕк те, кĕреçе те илеттĕмĕр. Мĕншĕн тесен капансене юр хÿсе кайнине пула малтан çул уçмаллаччĕ… — каласа пачĕ хăйĕн çăмăл пулман кун-çулĕ çинчен кинеми.
Александра Сергеевна мăшăрĕпе — Борис Павловичпа 54 çул пурăннă. Пĕр хĕрпе виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ: Наталья, Николай, Павел, Сергей. Ачисем çитĕнсе çемье йăвинчен вĕçсе тухса кайнă. Хальхи вăхăтра вĕсем Мускав хулинче тĕпленнĕ, пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă.
Ĕçри тăрăшулăхшăн Александра Сергеевна «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Унсăр пуçне вăл Аслă Отечественнăй вăрçă ĕç ветеранĕ те. Ăна «За доблестный труд в ВОВ 1941—1945 г.г.» медальпе те чысланă. Вăрçăпа ĕç ветеранĕн Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 50, 60, 65, 70, 75 çул çитнине халалласа панă юбилей медалĕсем те пур.
— Халĕ пурнăç лайăх. Эпир курнă нушана ачасемпе мăнуксен нихăçан та курмалла ан пултăр, — терĕ Александра Сергеевна уйрăлнă май.

С.ВИШНЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *