Прививка тутарар та шиксĕр пурăнар

Прививка тутарар та шиксĕр пурăнар

Телевизора ярсан е радио калаçма пуçласан çĕршывра коронавирус инфекцийĕ мĕнле сарăлнине илтме пулать. Ют çĕршывсенче тата «йота», «дельта», «инди» штаммĕсем тупăнни пирки те хыпарлаççĕ. Вĕсемпе чирленисен вилеслĕхĕ ытларах та пулнине пĕлтереççĕ. Чир ан ертĕр тесен прививка тутармаллине аса илтерсех тăраççĕ.
Апла пулин те чир çав тери хăрушшине пĕлсе тăнă çĕртех вакцинаци тума пурте васкамаççĕ. Районĕпе илес пулсассăн паянхи куна 5841 çынна вакцинациленĕ. Çак йышра вакцинациленнĕ чи нумай çын сывлăх сыхлавĕнче ĕçлет — 80,3 процент. Çавăн пекех влаç органĕсенче ĕçлекенсен — 70,6 проценчĕ, вĕренÿ сферинче тăрăшакансен — 58 проценчĕ, культура ĕçченĕсен — 54,7 проценчĕ, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен — 21,4 проценчĕ, 60 çултан иртнисенчен 37,5 проценчĕ прививка тутарнă.
Ялта пурăнакансене меллĕрех пултăр тесе прививка тăвакан мобильлĕ ушкăнсем те йĕркеленĕ. Вĕсем кашни кунах тĕрлĕ яла çитеççĕ, кăмăл пуррисене прививка тăваççĕ. Медицина ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх ялта вакцинаци пирки тем калакан çын та пур: кам хирĕçлет, тепри сивлет, виççĕмĕшĕ ырлать иккен. Кунта вара сывлăх пирки шутлани — чи пахи. Пурте пĕрле вакцинациленни çеç пире усал чиртен хăтăлма пулăшĕ. Кун пирки медицина ĕçченĕсем çине-çинех асăрхаттараççĕ. Тĕслĕхрен, районта коллективпа прививка тутаракансем те сахал мар. Кун пек чухне хаваслăрах та, кăмăллăрах та. Сăмахран, эпир, хаçатра ĕçлекенсем, çапла турăмăр та. Пурте пĕрле прививка тутартăмăр. Эсир те çаплах тума пултаратăр: коллективпа, çемьепе, тус-юлташсемпе, пĕлĕшсемпе. Çакăн пек тĕслĕхе ытти ертÿçĕсем те ырлаççĕ. Тĕслĕхрен, район пуçлăхĕ, «Дружба» ЯХПК, «Сюрбеево» ООО ертÿçи Ремис Мансуров хуçалăхра ĕçлекенсем пурте кĕске вăхăт хушшинче прививка тутарса пĕтерессе шанать.
Ремис Мансуровичшăн чи пахи — ĕçченсем сывă та тĕреклĕ пулни. Çавна май хуçалăх ертÿçи вакцинаци тăвакансене хавхалантарма та манмасть. Прививка тăвакансене канмали кунсем тата укçан преми парать. Кун пек чухне, паллах, ĕçлеме те сывлăха тимлĕх уйăрма та кăмăллăрах.
«Пĕри — пуриншĕн, пурте — пĕриншĕн» тенĕ каларăша тĕпе хурса ушкăнпах вакцинациленсе чир çулне хупар.
Тусăм, юлташăм,пĕлĕш, ĕçтешĕм, ял-йыш, ентеш — эсĕ те прививка тутар!
— Коронавирус чирĕ пирĕн умма чăннипех те нумай йывăрлăх, кĕтменлĕх кăларса тăратрĕ. Чылай çын больницăра сипленчĕç, теприсене çине-çинех шурă халатлисен пулăшăвĕ кирлĕ пулчĕ, нумай çыннăн кун-çулĕ татăлчĕ. Çак тĕслĕхсем шиклентереççĕ.Çавăнпа та пĕр тăхтаса тăмасăрах тÿрех прививка тутартăм. Сывлăх енчен хавшамарăм, хама çав тери йĕркеллĕ туйрăм. Ыттисене те çийĕнчех вакцинаци тума сĕнетĕп. Паянхи куна хуçалăхри 9 ĕçчен вакцинациленме ĕлкĕрнĕ. Ыттисем те çак кунсенче прививка тутарĕç. Пурте пĕрле вакцинациленсессĕн çеç усал чире парăнтарăпăр. Эпидемиологсем вакцина организмшăн инфекцие хирĕç тăмалли чи шанчăклă мел пулнине çирĕплетеççĕ. Ун пек чухне çывăх çыннăрсен шиклĕхĕ те сирĕлет. Чирлес пулсассăн çăмăллăн сывалма пулать», — палăртрĕ Ремис Мансурович.

А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *