Пятница, 4 октября

Наградăна тивĕçнĕ

Çак кунсенче Комсомольски 31-мĕш пушар хурал чаçĕн водительне Герман Крылова пысăк наградăпа — Чăваш Республикин Хисеп грамотипе чысланă. «Майсăр лару-тăру сиенĕсенчен асăрхаттарас тата вĕсене пĕтерес енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» тесе палăртнă унта.
20 çул ытла пушар хурал чаçĕнче вăй хуракан Герман Николаевич çак чыса Канаш хулинче апрелĕн 1-мĕшĕнче пулнă пушара сÿнтерме хутшăннăшăн тивĕçнĕ. Ун чухне Разин урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртăн тăрри çуннă. Пысăк лаптăка ярса илнĕ «хĕрлĕ автана» лăплантарас ĕçе çывăхри районсен пушарнăйĕсем те хутшăннă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *