Пĕрле пуçтарăнса канашлани малалла аталанма май парать

«Кашни ача пултаруллă, пирĕн тĕллев — унăн пултарулăхне уçса парасси. Çакăнта Раççейĕн ăнăçлăхĕ».
РФ Президенчĕ В.В.Путин.

Кашни çулах çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен районти педагогсем пĕрле пуçтарăнса канашлаççĕ, тунă ĕçсене пĕтĕмлетсе малашнехи плансене палăртаççĕ. Кăçал çакăн пек конференци августăн 25-мĕшĕнче иртрĕ.
Паянхи кун районта шкул çулне çитменнисен 4 вĕренÿ организацийĕ, 6 шкул çумĕнче шкул çулне çитменнисен 10 ушкăнĕ, 8 шкул çумĕнче кĕске вăхăтлăх 9 ушкăн ĕçлет. Пурĕ шкул çулне çитменнисен организацийĕсенче 88 педагог вăй хурать. Çавăн пекех районта 12 вăтам тата 4 тĕп шкул. Нумаях пулмасть Тăманлă Выçли тата Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕсене реструктуризациленĕ, Çĕнĕ Мăрат тата Аслă Чурачăк вăтам шкулĕсемпе пĕрлештернĕ. Палăртса хăвармалла: районти педагогсен вăтам ÿсĕмĕ çулран-çул пысăкланса пырать. 35 çула çитмен педагогсем пĕтĕмĕшле йышран 15 процент çеç. Çĕнĕ вĕренÿ çулне 2 çамрăк специалист çеç ĕçе килнĕ. Августăн 15-мĕшĕ тĕлĕнчи кăтартусем тăрăх, районта педагогика ĕçченĕсен 10 вакансийĕ пур. Çав шутра вырăс чĕлхи тата литератури, физика, математика, ют чĕлхесен, биологи тата хими, истори предмечĕсене вĕрентекенсем кирлĕ.
Педагогсен ĕçне хакланă чухне, паллах, ачасем экзаменсене мĕнле тытни çине тимлĕх уйăратпăр. Пурĕ иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 115 ача 11-мĕш класс пĕтернĕ. Вĕсенчен 96-шĕ пĕрлехи патшалăх экзаменĕ тытнă. Профильлĕ математика, физика, информатика, биологи, истори, акăлчан чĕлхи, литература предмечĕсемпе вăтам балл 2020 çулхи кăтартусенчен пысăкрах, вырăс чĕлхи, хими тата обществознани предмечĕсемпе вара пĕчĕкрех. Тĕрлĕ предметсемпе 80 баллран ытларах пухнă ачасем Комсомольски 1-мĕш, Комсомольски 2-мĕш тата Урмаел вăтам шкулĕсенче нумайрах.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пурĕ 274 ача 9-мĕш класс пĕтернĕ. Вĕсенчен 3,2 проценчĕ обязательнăй предметсемпе тĕп тапхăрта экзамен тытайман. Çак ачасем сентябрьте çĕнĕрен экзамен тытĕç.
Шкул ачисем çулсерен тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнаççĕ. Вĕсенче лайăх кăтартусемпе палăрни те педагогсен ĕçĕн пахалăхне кăтартать. Акă, кĕçĕн классем хушшинче республика шайĕнчи интеллектуаллă вăйăсенче Марина Петухова /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/, Яна Матвеева /Тăманлă Выçли тĕп шкулĕ/, Адиля Ибрагимова, Джамиля Садыкова, Тамчыгел Хуснутдинова тата Айзия Минетуллина /пурте Тукай Мишер вăтам шкулĕ/ призерсен шутне кĕнĕ. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи Татьяна Григорьева тата Анастасия Волкова çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин республика тапхăрĕнче Урмаел вăтам шкулĕн 11-мĕш класс вĕренекенĕ Эндже Ахметзянова право предмечĕпе призер пулса тăнă. Тутар чĕлхипе Айзиля Садыкова /Тукай Мишер вăтам шкулĕ/ — çĕнтерÿçĕ, Ризат Камальдинов /Шурут вăтам шкулĕ/ призер ята тивĕçнĕ. КРК предмечĕпе Асанкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Софья Терентьева çĕнтернĕ. Чи пысăк çитĕнÿсем хушшинче — Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Александра Салмина Пĕтĕм Раççейри «Большая перемена» конкурсра мала тухни.
Ачасене тата тарăнрах пĕлÿ илме пулăшма хăш-пĕр шкулсенче цифра тата гуманитари профилĕллĕ «Ÿсĕм вырăнĕ» центрсем хута янă. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче тепĕр 4 шкулта — Асанкасси, Нĕркеç, Шурут вăтам тата Хирти Явăш тĕп шкулĕсенче — çакăн пек центрсем ĕçлеме пуçлĕç. Вĕсене çĕнĕ йышши оборудованисемпе тивĕçтереççĕ.
Конференци вăхăтĕнче чылай ыйту тавра калаçрĕç. Çав шутра: хушма вĕренĕве аталантарасси, вĕренÿ процесне çĕнĕ требованисене шута илсе йĕркелесси, шкулсене тата ача сачĕсене юсаса çĕнетесси тата ытти те. Юлашкинчен педагогсем кăçалхи вĕренÿ çулĕнче пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *