Пĕр-пĕрне юратсан

Пĕр-пĕрне юратсан

Сăмахăм Чĕчкенте кун çути курнă Рафика Сеитзаидовнăпа Рустем Минетуллович Велимухаметовсем пирки пулĕ. Çак кунсенче вĕсен çуралнă кунĕсем — 70 çулхи юбилейĕсем. Вĕсем çемье çавăрнăранпа кăçал 45 çул çитнĕ. Çамрăксем пĕр ялта пурăннă, шкулта та пĕр класра вĕреннĕ. Çуралнă кунĕсене те пĕр вăхăталлах паллă тăваççĕ — Рафика июлĕн 17-мĕшĕнче, Рустем — августăн 23-мĕшĕнче.
Ача чухнехи туслăх
Хамидуллинсемпе Велимухаметовсен çемйисем тахçанах туслă пулнă, пĕр-пĕрин патне кайса çÿренĕ. Сеитзада Ка- мальтдиновичпа Минетулла Велиахметовичăн сăмах килĕшнĕ, вĕсем пĕр-пĕринпе темĕн çинчен те калаçма пултарнă. Вĕсен мăшăрĕсене те, Сатира Миначевнăпа Сейри Низамутдиновнăна, туслăх пĕрлештернĕ.
Икĕ çемье те ĕçченлĕхпе, хаçат-журнал нумай вуланипе палăрса тăнă. Сеитзада Камальтдинович пĕр вăхăт Чĕчкен ял Совечĕн председателĕнче ĕçленĕ. Кайран тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă. Минетулла Велимухаметович чăвашсемпе тутарсене пĕрлештерсе тăракан «Заветы Ильича» /халĕ «Труд»/ колхозра тăрăшнă. Вĕсене ял-йыш хисепленĕ.
Велимухаметовсем 9 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хамидуллинсен çемйинче 7 ачана кун çути парнелесе ăс-тăн парса ÿстернĕ. Ашшĕ-амăшне кура ачисем те ырă кăмăллă та туслă пулнă. Вĕсем май килнĕ таран малалла вĕренме тăрăшнă.
Сăмах май каласан Велимухаметовсен пĕр ывăлĕ — Минади чылай çул Казахстанра Культура министерствине ертсе пынă. Вăл çемйипе Алма-Атара тĕпленнĕ. Хамидуллинсен тăватă хĕрĕ хăйсен пурнăçне суту-илÿпе çыхăнтарнă. Вĕсем магазинсемпе обществăлла апатлану предприятийĕсенче тăрăшнă. Семигуллапа Небиулла — водительсем, чылай çул райпо системинче ĕçленĕ, ырă ята тивĕçнĕ. Чи асли, Фейме Чĕчкентех тымар янă, тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă.
Чун туртнипе
Пирвай Рафика Улатăрта махорка ÿстернĕ çĕрте ĕçленĕ. Ĕçри пултарулăхшăн ятарлă паллă илме пултарнă. Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче çип çăмхалакан цехра ĕçленĕ. Кунта та ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă. Хĕр çамрăклах тĕрлĕ апат-çимĕç пĕçерме юратнă. Чун туртнипе Шупашкарти коопераци техникумне çул тытнă. Тăрăшса вĕреннĕ. Комсомольскинчи «Весна» ресторанта практикăра пулнă. Диплом илсен ăна унтах ĕçлеме илнĕ. Çамрăк повар çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. Ресторана çÿрекенсем вăл пĕçернĕ тутлă та сĕтеклĕ апата юратса çинĕ, повара мухтанă. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн сăнÿкерчĕкне районти Хисем хăми çине вырнаçтарнă. Вăл рес- публикăри тĕрлĕ конкурссене хутшăннă, малти вырăнсене йышăннă. Чылай çул ресторан заведующийĕнче тăрăшнă. Хастарскер 30 çул ытла суту-млÿ предприятийĕсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă.
Шкул пĕтерсен Рустем Хусанти ветеринари институтне çул тытнă. Диплом илнĕ хыççăн вăл çарта службăра пулнă. Кайран тăван районта ĕçлеме пуçланă. Ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен республикăри пĕрлешĕвĕн Комсомольскинчи филиалне ертсе пынă. Çак тапхăрта икĕ çамрăк туслăхĕ юратăва куçнă.
Пултаруллă специалиста районта яваплă ĕç — тĕп ветеринари врачĕ пулма шаннă. Рустем Минетуллович ытти яваплă ĕçченсемпе пĕрле тăтăшах районти хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕх фермисенче пулнă, усал чир-чĕре хирĕç нумай кĕрешнĕ. Кайрантарах ăна районти ветеринари станцине ертсе пыма шаннă. Кунта вăл чылай çул тăрăшнă. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн Хисеп хучĕсемпе парнесем илме тивĕçлĕ пулнă.
Телейлĕ çемье
Рафика Сеитзаидовнăпа Рустем Минетуллович çемьеллĕ пурнăçра пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Мăшăр савăнăçра та, йывăрлăхра та яланах юнашар.
Вĕсен килĕнче тирпейлĕхпе тасалăх, хăтлăх хуçаланаççĕ. Картишĕнче те, пахчара та — пур çĕрте те хитре савăтсенче ешерекен тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем хăйсем патне илĕртеççĕ.
Кунтах мăнукĕсем Аделяпа Адель чупса çÿреççĕ.
— Кукамай, кукамай, сана мĕн туса пулăшмалла? — тесе кайăк чĕпписем пек чĕвĕлтетеççĕ. Çакăнтан пысăкрах телей çук та пулĕ çут тĕнчере. Хĕрĕ Руфия халăх судĕнче ĕçлет. Кĕрÿшĕ Ильфат суту-илÿре тăрăшать. Рустем Минетуллович тивĕçлĕ канура пулсан та районти ветстанцинче ĕçлет.
— Коллективран уйрăлас килмест. Мăшăрăм, тĕрекĕм малалла ĕçлеме, пурăнма хавхалантарать, — тет Рустем Минетуллович. Рафика Сеитзаидовна та çак сăмахсенех çирĕпле- тет.
— Вăхăт пĕрехмай малалла васкать. Эпир пĕрлешнĕренпе те кăçал 45 çул çитрĕ. Иксĕмĕр те çитмĕл çул тултартăмăр. Апла пулин те пĕрре те ватăлас килмест. Хĕрĕмпе кĕрĕвĕн, мăнуксен пурнăçне илемлĕрех тума пулăшас килет, — тет Рафика Сеитзаидовна.
Çапла ĕнтĕ вăл пĕр-пĕрне савсан, юратсан, хисеплесен.

З.СОЛОВЬЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *