Воскресенье, 28 апреля

Акă вĕсем – хаçат тусĕсем

Акă вĕсем – хаçат тусĕсем

Лидия Матросова — çамрăк армеецсен шкул командин командирĕ, пресс-цент-рăн активлă членĕ. Кăçал вăл 9-мĕш класра пĕлÿ пухма тытăнать. Лида пур енĕпе те хастар. Командăпа пĕрле вăл çамрăк армеецсен вăййисене, марш-бросоксене, спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнать. Тĕрлĕ мероприятие кайса килнĕ хыççăн çакăн çинчен статья хатĕрлет, пурне те хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарать.
Аня Курицына — пресс-центрăн тепĕр хастар членĕ. Вăл волонтер пулса ытти ачасемпе пĕрле тĕрлĕ ыркăмăллăх, экологи акцийĕсене хутшăнать. Сăмахран, ачасем çуркунне чечексем лартаççĕ, Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăксене тирпей-илем кĕртеççĕ, йывăç лартаççĕ, тавралăха çÿп-çапран тасатаççĕ, хĕллехи вăхăтра ватăсене юр тасатса пулăшаççĕ… Шăпах çак ĕçсем çинчен Аня фоторепортажсем, заметкăсем хатĕрлет.
Нарспи Борисова — Раççейри шкул ачисен юхăмĕн шкулти ушкăнĕн ертÿçи. Вăл хаçат кăларас, социаллă сетьри страницăна тытса пырас енĕпе тăрăшать, ытти ĕçсене те йĕркелесе пырать. Пур енĕпе те ĕлкĕрсе пыракан маттур хĕрача халĕ Ижевск хулине кайма хатĕрленет. Унта Раççейри шкул ачисен юхăмĕн лидерĕсене тĕрлĕ проектсем хатĕрлеме вĕрентĕç.
ВАЛЕНТИНА ФИЛИППОВА: «Ачасем вăл е ку мероприятие кайнă чухне хăшне те пулин: «Паян эсĕ хыпар хатĕрлессипе яваплă», — тесе каласа яратăп. Вара вăл мероприятирен сăнÿкерчĕксем хатĕрлесе килет, кĕске хушăра социаллă сеть валли вырăсла пост, хаçат валли чăвашла заметка хатĕрлет. Ÿркенсе тăман, хастар ачасемпе ĕçлеме те питĕ кăмăллă».

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *