Операци иртет

Операци иртет

Район территорийĕнче «Мăкăнь — 2021» оперативлă профилактика операцийĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртет. Ун вăхăтĕнче наркотиклă ÿсен-тăрансене çитĕнтерекенсене тупса палăртса вĕсене явап тыттараççĕ. Çавăн пекех наркотиклă ÿсен-тăрансем хăйсем тĕллĕн çитĕнекен вырăнсене тупса вĕсене пĕтереççĕ.
Саккунпа килĕшÿллĕн çакăн пек ÿсен-тăрансене çитĕнтерме юрамасть. Çакăншăн административлă майпа штраф тÿлеттереççĕ е уголовлă майпа явап тыттараççĕ.
Енчен те эсир наркотиклă ÿсен-тăрансем ăçта çитĕнни çинчен пĕлетĕр пулсан, çакăн çинчен РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмне 8/83539/5-14-17 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *