Понедельник, 29 апреля

Чăваш апачĕ тутлă та техĕмлĕ

Чăваш апачĕ тутлă та техĕмлĕ

Çак кунсенче Комсомольски райповĕнче чăваш халăх апат-çимĕçне чи тутлă хатĕрлеме пĕлекенсен уявĕ иртрĕ. Унта республикăн тĕрлĕ районĕсенчен потребительсен кооперацийĕн наци апат-çимĕçĕн районсем хушшинчи фестивалĕн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнакансем пуçтарăнчĕç. Çĕрпÿ, Йĕпреç, Калинин, Канаш, Комсомольски тата Красноармейски райповĕсен пуян опытлă обществăлла апатлану ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Чи малтанах фестивале пуçтарăннисене «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ савăнăçлă юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ. Чă вашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов, ЧР Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин потребительсен рынокĕн секторĕн заведующийĕ Имма Иванова, «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕ Владимир Васильев, Комсомольски райпо канашĕн председателĕ Светлана Грачева пурне те уяв ячĕпе саламларĕç, конкурсантсене ăнăçу сунчĕç.
— Çак фестивале ирттерни пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, наци апачĕн йăлисене упрама пулăшнисĕр пуçне шалти туризма та аталантарма пулăшать. Юлашки çулсенче обществăлла апатлану организацийĕсен пурлăхпа техника бази валли чылай укçа-тенкĕ уйăратпăр. Республикăн кашни районĕнче тенĕ пекех чи хаклă хăнасене йышăнма хатĕр кафесемпе ресторансем ĕçлеççĕ. Ахальтен мар иккĕмĕш кварталăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăвашпотребсоюз «Обществăлла апатланăва аталантарнишĕн» номинацире Раççейре 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ, — палăртрĕ Валерий Павлов.
Вăл Комсомольски райповĕн ветеранне, потребительсен кооперацийĕн тытăмĕнче 42 çул ĕçленĕ Светлана Кокоре- вăна «Чăваш автономи облаçне — 100 çул» медальпе чысларĕ.
Конкурсантсем фестивале темĕн тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлесе килнĕ. Какай шÿрпи, хуран кукли, хуплу, тултармăш, пÿремеч, сăра, пăри пăтти тата ытти чăваш халăх апачĕ куракансене хăйсен техĕмлĕхĕпе илĕртрĕç. Кашни çимĕçе хăйне евĕр илемлетнине кура поварсен ăсталăхĕнчен чăннипех те тĕлĕ-нетĕн. Мĕн тери маттур, ылтăн алăллă, хăйсен профессине чун ыйтнипе суйланă çынсем пурăнаççĕ пирĕн хушăра!
Пирĕн районти «Комбинат питания» ООО ĕçченĕсем те фестивале тĕплĕн хатĕрленнĕ, сĕтел ури авăнса тăмалăх тĕрлĕ апат-çимĕç янтăланă. Така какайĕнчен пĕçернĕ шÿрпе, паланпа тата пăрçапа пĕçернĕ сысна урисем, тăварланă хăяр куклисем, хуран кукли, йăва тата ытти чăваш халăх апат-çимĕçĕ хăйсене тутанса пăхма илĕртеççĕ. ООО директорĕ Марийта Федотова вĕсенчен кашнинпе тĕплĕн паллаштарчĕ, кашнин хăйнеевĕрлĕхĕ çинчен каласа пачĕ.
Директорсем тата технологсем апат-çимĕçсене мĕнле пĕçернипе паллашнă вăхăтра жюри кашни апата тутанса йăлана кĕнĕ рецепта мĕнле пăхăннине хакларĕ. Фестивалĕн иккĕмĕш тапхăрĕнче чи нумай балл пухакансем Комсомольски, Çĕрпÿ тата Йĕпреç райповĕсем пулчĕç. Августăн 24-мĕшĕнче фестивалĕн юлашки — виççĕмĕш тапхăрĕ иртет. Унта вара çĕнтерÿçе палăртĕç.

Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *