Понедельник, 13 мая

Микроçырав вĕçленсе пырать

Микроçырав вĕçленсе пырать

Августăн 1-мĕшĕнче пирĕн районта ял хуçалăх микроçыравĕ старт илнĕ. Унта 25 ял хуçалăх организацийĕ, 3 коммерцилле мар пĕрлешÿ, 11 пине яхăн харпăр хушма хуçалăх хутшăнать. Микроçырава 4 инструктор участокĕ тата 22 шутлав участокĕ йĕркелесе ирттереççĕ.
Августăн 22-мĕшĕ тĕлне çырав ĕçне 97,3 процентлăх пурнăçланă, пурĕ 10351 çырав объектне шута илнĕ. Микроçырав августăн 31-мĕшĕччен тăсăлĕ. Унăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем кăçалах паллă пулĕç. Пĕтĕмлетнĕ кăтартусене вара 2022 çулхи декабрь уйăхĕччен хатĕрлеме планлаççĕ.
Палăртса хăвармалла: район çыннисем микроçырава питĕ активлăн хутшăнчĕç, переписчиксене ăнланса, пулăшса пычĕç. Çавна май ĕçе пысăк шайра йĕркелеме май килчĕ те. Район çыннисене ял хуçалăх микроçыравне ирттерме пулăшнăшăн, çавăн пекех инструкторсемпе переписчиксене хăйсен ĕçне хастаррăн пурнăçланăшăн пысăк тав сăмахĕ калатпăр.
Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ,
М.ХУРАСЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *