Воскресенье, 28 апреля

Уй-хирте

Уй-хирте

Ял хуçалăх предприятийĕсенче августăн 23-мĕшĕ тĕлне 12807 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан — 17,2 центнер. «Дубовка» ООО кашни гектартан 31,3-шер центнер тĕштырă илнĕ. Атласкинăн ХФХ-ра урпа кашни гектартан — 32,22-шер центнер. Районта вырма ĕçĕсене 87 процент пурнăçланă, 13 хуçалăх çак ĕçе вĕçленĕ.
Хуçалăхсем кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеççĕ. Кĕрхисене акас ĕçсем пуçланнă — «Слава картофелю» агрофирма — 200 гектар, Атласкинăн ХФХ — 100 гектар, Шарафутдиновăн ХФХ — 90 гектар, «Урожай» колхоз 25 гектар кĕрхи тулă акнă. «Асаново» ЯХПК 30 гектар кĕрхи тулă тата 64 гектар ыраш, «Труд» ЯХПК 30 гектар ыраш акнă. Районĕпе 3255 гектар çинче çĕртме тунă.
Уйрăм хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Пурĕ 21786 тонна выльăх апачĕ янтăланă.
Р.БАСНИКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *