22 ача çуралнă

22 ача çуралнă

Июль уйăхĕнче пĕтĕмпе гражданла тăрăмăн 86 актне регистрациленĕ, пĕлтерет район администрацийĕн ЗАГС пайĕ. Вĕсем яланхиллех вырăнти демографи куçăмĕпе çыхăннă.
Çак уйăхра, сăмахран, çут тĕнчене 22 ача килнĕ. Ку — савăнăçлă пулăм. Çав вăхăтрах хурлăхлă сăлтавпа çырнă актсем чылай нумайрах. Çын вилнине 35 документра регистрациленĕ.
Пĕрлешсе çĕнĕ çемье çавăракансем вара июльте 9 мăшăр пулнă. Уйрăлнисен хисепĕ нумайрах — 16 мăшăр.
Тĕрлĕ сăлтавпа хăйсен ятне улăштарас текенсем те тупăннă: ку тĕлĕшпе актсене 2 çырав кĕртнĕ. Çавăн пекех ашшĕ кам пулнине çирĕплетсе 2 документ çырнă.
ЗАГС специалисчĕсем ку уйăхра гражданла тăрăм акчĕсене тÿрлетÿсем кĕртессипе 13 заявлени пăхса тухнă, тепĕр хутчен 21 свидетельство, 72 справка çырнă.
Гражданла тăрăм акчĕсен патшалăх регистрацийĕшĕн тата юридици пĕлтерĕшлĕ ытти ĕçшĕн патшалăх пошлинине 30 пин тенкĕ ытла пухнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *