Пятница, 15 ноября

Ултавçăсен серепинчен сыхланăр

Ултавçăсен серепинчен сыхланăр

Раççейри Шалти ĕçсен министерствин «Комсомольский» уйрăмĕ тĕрлĕрен абонент номерĕсемпе саккунсăр майпа усă курса тăвакан преступленисен тĕслĕхĕсем хутшăнсах пынине асăрхаттарать. Криминаллă схемăсенче усă куракан телефон номерĕсем банксем, Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин тĕрлĕ уйрăмĕсем çумне çирĕпленсе тăма пултараççĕ.
Ултавçăсем çакнашкал схемăпа ĕçлеççĕ. Гражданина суя «банк сотрудникĕ» шăнкăравласа усал шухăшлă çынсем ун ячĕпе банкра онлайн-кредит уçма хăтланнине пĕлтерет. Унтан çынна асăннă суммăлăх онлайн-кредит уçса банк картти çине килнĕ укçана «хăрушсăр» резервлă счет çине куçармаллине ĕнентерет. Кăшт тăхтасан çынна преступлени схемипе пая кĕрекен «полици ĕçченĕ» шăнкăравласа маларах калаçнă «банк сотрудникĕн» инструкцийĕсене пурнăçлама сĕнет. Ултавçăсем правăпа хÿтĕлев органĕсен официаллă сайчĕсем çинче кăтартнă телефон номерĕсене имитацилеме май паракан технологи çĕнĕлĕхĕсемпе усă кураççĕ.
2020 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа çакнашкал схемăна пурнăçа кĕртнĕ 20 тĕслĕх тупса палăртнă. Граждансенчен 6,7 миллион тенкĕ вăрланă. Çак тĕслĕхсем тăрăх Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 159 тата 159.3 статйисемпе уголовлă ĕçсем пуçарнă. Раççейри Шалти ĕçсен министерствин «Комсомольский» уйрăмĕ граждансене асăрхануллă пулма чĕнсе калать. Телефонпа калаçса панă инструкци тăрăх нимĕнле финанс операцийĕ те пурнăçламалла мар. Шăнкăравлакан çын банк е полици сотрудникĕ пулни иккĕлентерсен банка е «хĕрÿ лини» номерĕпе шăнкăравласа хăвăра пăшăрхантарнине ыйтса тĕрĕслĕр. Карта реквизичĕсене, PIN-кодне тата CVC|CVV- кочĕсене, парольсене никама та ан пĕлтерĕр. Енчен те сире е çывăх çыннăрсене улталанине сиссен тÿрех 102 номерпе шăнкăравласа полицие пĕлтермелле.
Р.ЗАЙНУЛЛИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *