Воскресенье, 5 мая

Гепатит тĕрлĕрен пулать

Гепатит тĕрлĕрен пулать

Июлĕн 28-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери гепатит чирĕпе кĕрешекенсен кунĕ. Çак кунăн тĕп тĕллевĕсем — чир çине общество енчен тимлĕх уйăрттарасси, çынсене гигиена пĕлĕвĕсем парасси, диагностика ирттересси тата гепатитран вакцинаци тăвас ĕçре пулăшасси.
Гепатит — пĕвер шыçни. Çак чирĕн сăлтавĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Вĕсем: эрех-сăрапа иртĕхни, нумай эмел ĕçни, наркăмăшсен витĕмĕ, тĕрлĕ инфекцисем. Çавăн пекех иммунитет чирĕсем те гепатит аталанăвне пулăшма пултараççĕ.
Çынсем ытларах чухне вирус гепатичĕпе чирлеççĕ. Вĕсем А гепатит вирусĕ, В гепатит вирусĕ, С гепатит вирусĕ, D гепатит вирусĕ тата ыттисем те. А гепатит ытларах чухне пĕвер çивĕч шыçнин сăлтавĕ пулса тăрать. Чир çăмăл е йывăр формăпа иртесси инфекцилекен дозăран килет. Ачасен А гепатит чылай чухне çăмăллăн е сисмесĕрех иртет. Çитĕннисен те çакăн пек гепатитăн вăтам тата йывăр формисем кашнинчех мар пулин те пĕверĕн çителĕксĕрлĕхĕ патне илсе пыраççĕ. Ытларах чухне чир вируса хирĕç кĕрешекен сиплевсĕрех иртет. Анчах та çыннăн А гепатитăн питĕ йывăр форми пулсан, унăн пĕвер çителĕксĕрлĕхĕ аталанать. Кун пек чухне реанимаци мерисем кирлĕ пулаççĕ, çак чире сиплеме питĕ йывăр. Çавăнпа та çак гепатитран маларах вакцинациленни питĕ пĕлтершлĕ.
Е гепатит та çăмăл тата йывăр формăпа иртме пултарать. Вăл ытларах Ази çĕршывĕсенче сарăлнă. Ку гепатит А гепатитран йывăртарах иртет, ăна кирлĕ пек сиплеме те хальлĕхе пĕлмеççĕ.
В, С тата D гепатитсем çивĕч тата вăраха кайнă формăсемлĕ пулаççĕ. Енчен те çынна пĕр харăс В тата D гепатитсем ерсен, çакă чире тата та йывăрлатать. С гепатит çăмăлтарах иртет, анчах та чылай чухне вăраха кайнă чирсен шутне куçать. Вăраха кайнă гепатитсем цирроз патне илсе пыма пултараççĕ. Апла пулин те юлашки çулсенче вăраха кайнă гепатита цирроза ямасăр сиплеме вĕреннине те палăртмалла.
Хăш-пĕрисем сар ÿкнипе гепатита пĕр япала тесе шутлаççĕ. Анчах та ку тĕрĕс мар. Сар ÿкни гепатитпа çеç çыхăнман. Сăмахран, тин çуралнă ачасем те сарăхаççĕ, е пыршăлăхран ват тĕрĕс мар тухсан та çын сарăхать. Ÿт сарăхни юнра билирубин ÿснипе çыхăннă. Çакă вара гепатит чухне çеç пулмасть. Вăраха кайнă В тата С гепатитсем чухне ÿт сарăхни питĕ сайра тĕл пулать. Йывăр формăллă Е гепатит вара çынна сар ÿкерет.
Килте усă куракан савăт-сапа, тĕрлĕ япаласем урлă гепатит ертме пулать-и? В гепатита ертме пулать. Енчен те çемьере вăраха кайнă В гепатитлă çын пур пулсан, 5 çул тăршшĕнче çемьере пурте çак чирпе чирлеççĕ. С гепатит вара кун пек майпа ермест.
Пĕтĕмлетсе вара çакна калар. Пирĕн пĕвер — питĕ çирĕп орган пулсан та, ăна упрама тăрăшмалла, чирсенчен вăхăтра хÿтĕленмелле.

А.КОВАЛЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *