Воскресенье, 16 июня

Нумай çултан награда тупăннă

Нумай çултан награда тупăннă

Аслă Отечественнăй вăрçă çапăçăвĕсем тахçанах кĕрлесе иртнĕ. Ветерансем пирĕн хушăра чаксах пыраççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерни — пирĕн халăхăн паттăрлăхĕ тата мухтавĕ. Салтаксем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр ирĕклĕхшĕн, таса тÿпешĕн, уяр хĕвелшĕн, пулас ăрусен телейĕшĕн пуçĕсене хунă, пурнăç хакĕпе Аслă çĕнтерÿ патне илсе пынă. Вĕсенчен нумайăшĕ киле таврăнман: хыпарсăр çухалнă е çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Кашнинех герой тесе шутлама пулать. Вĕсен паттăрла ĕçĕсем пархатарлă тăхăмсен асĕнче ĕмĕрлĕхех юлĕç. Хăшĕ-пĕрисем питĕ çамрăк, теприсен çулĕсем аванах пулнă. Кашни геройăн хăйĕн характерĕ тата хăйĕн шăпи. Анчах вĕсене пурне те Тăван çĕршыва юратни тата унăн ырлăхĕшĕн хăйсене шеллемесĕр пурнăçне пама хатĕр пулни пĕрлештернĕ. Çав çулсенчи чи çутă сăнарлă çынсенчен пĕрин тата унăн вилĕмсĕр ĕçĕсем çинчен çак статьяра сăмах пырĕ.
Салтаксен чи хисеплĕ награди — Мухтав орденĕ. Тĕрлĕ çăл куçсем пĕлтернĕ тăрăх, III степеньлĕ Мухтав орденне 177 пин салтак тĕрлĕ сăлтавсене пула алла тытса курайман. Вĕсенчен пĕри — Йăлмахва ялĕнче 1925 çулта çуралнă Николай Иванович Хораськин. Нумаях пулмасть Лариса, паттăр салтакăн тетĕшĕн мăнукĕ, хăйсен тăванĕн вăрçă вăхăтĕнче илеймен III степеньлĕ Мухтав орденне илме тивĕçлĕ пулнине пĕлтерчĕ. 77 çул хушши ял-йыш та, тăванĕсем те 19 çулхи Николайăн награди пирки нимĕн те пĕлмен. Çакăн пек награда ялтан тухнă салтаксем хушшинче пĕрре анчах.
1943 çулхи май уйăхĕнче Николай Хораськинăн салтака кайма ят тухнă. Службăн малтанхи кунĕсенче çамрăка пулеметчиксен курсне вĕренме янă. Октябрь уйăхĕнче вăл 2-мĕш Прибалтика фронтне, И.В.Панфилов ячĕпе хисепленекен 8-мĕш гварди стрелоксен дивизине, 23-мĕш гварди стрелоксен полкне лекет. 1944 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче гварди рядовойĕ, Хораськин пулеметчик çапăçура йывăр мар аманать.
1944 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче Латви çĕрĕсене тăшманран хăтарнă вăхăтра Николай Хораськин Мадонски уесĕнчи Лыкэлай ялĕ çывăхĕнче Ляуляны лесничествинчен 200 метр хĕвеланăçалла пуçне хунă. Ку хыпара Йăлмахвана унăн амăшне, Дарья Васильевнăна, çырупа пĕлтернĕ. Паянхи кун салтак Эргли поселокĕнчи çар масарĕнче канлĕх тупнă. Пурĕ унта 8379 салтакăн ятне ĕмĕрлĕхех çырса хунă.
1944 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнчи Хисеп хучĕпе паллашар-ха: «Хораськин юлташ нимĕç захватчикĕсемпе пынă çапăçусенче хăй паттăр та хăюллă салтак пулнине кăтартнă, Каменка ялĕшĕн пынă çапăçура пилĕк çынлă ушкăнпа 22 тăшмана тĕп тунă, нимĕç пулеметне, 2 автомата, 7 винтовкăна туртса илнĕ. Режица хулине ирĕке кăларнă вăхăтра станковăй пулеметран 7 нимĕç салтакне тĕп тунă та тăшманăн пулеметне шăплантарнă. Мадонна хули çывăхĕнчи çапăçура винтовкăран икĕ нимĕç салтакне тĕп тунă. Тыткăнра та, ункăра та пулман, правительство наградине — III степеньлĕ Мухтав орденне илме тивĕçлĕ», — текен хута гварди майорĕ Лебедев алă пуснă. Пирĕн ентеш ĕмĕрлĕхех куçне хупнине полк командирĕ ун чухне пĕлмен курăнать.
1944 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче Н.И.Хораськин гварди рядовойне, пулеметчике III степеньлĕ Мухтав орденĕ памалли çинчен 8-мĕш гварди дивизийĕнче 130/Н №-лĕ подразделени приказĕ тухнă. Унти приказра вилнĕ хыççăн памалли çинчен нимĕн те çырман.
Раççейре пурăнакансем нихăçан та паттăрсене манмĕç. Çакна нумай çул иртсен те награда хăйĕн хуçине тупни тепĕр хут çирĕплетет.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *