Понедельник, 29 апреля

Ял çыннисемпе тĕл пулнă

Ял çыннисемпе тĕл пулнă

Июлĕн 20-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Краснов, Юрий Попов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов Асанкасси, Хырхĕрри, Чĕчкен, Урмаел, Комсомольски ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Кун йĕркинче ял çыннисене пăшăрхантаракан тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă. Тĕслĕхрен, Хырхĕрри ял тăрăхĕсенче пурăнакансен М-12 федераци автоçул трассин строительствипе çыхăннă ыйтусем нумай. Строительство организацийĕ вырăнти ял тăрăхне 7 млн яхăн укçа-тенкĕпе тивĕçтермелле. Çак укçана пĕтĕмпех тирпей-илем кĕртме тата ял тăрăхне хăтлăлатас ĕçе яма палăртаççĕ.
Комсомольски ял тăрăхĕн халăхĕпе тĕл пулнă май çынсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессине, сĕт хакĕ чакнине сÿтсе явнă. Унпа пĕрлех вăтам шкулсен пурлăхпа техника базине пуянлатас, фельдшерпа акушер пункчĕсене юсаса çĕнетес, пурăнакан вырăна еплерех хăтлăлатас ыйтусене те сÿтсе явнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *