Воскресенье, 28 апреля

Çĕр ĕçченĕсем тухăçа пÿлмене хывма хатĕр

Çĕр ĕçченĕсем тухăçа пÿлмене хывма хатĕр

Уй-хир ĕçĕнчи лару-тăру çине çанталăк мĕнлерех тăни яланах пысăк витĕм кÿрет. Кăçал çуркунне тăсăлса кайнă пирки аграрисем акана каярах тухрĕç. Июль уйăхĕнчи шăрăх çанталăк тырпула хăйĕн аталану йĕркипе пулса çитме май памарĕ. Пучахсем тулса çитмесĕрех пиçрĕç. Çакă, паллах, тыррăн тухăçлăхне чакарать. Ÿкекене тÿпеле тенĕн çийĕнчен тата вырмана тухма хатĕр комбайнсене уя кăларма çумăр çукаласах тăни чăрмантарать. Вырма ĕçĕсем ниепле те хăвăртлăха ÿстереймеççĕ. Паян çăвакан çумăр вырмана тухма чарать, çав вăхăтрах ытти ÿсен-тăрансемшĕн вырăнлă та.
Нумаях пулмасть «Раççей ял хуçалăх центрĕ» ФПБУ ЧР специалисчĕсемпе «Победа» ЯХПКра пултăмăр. Хуçалăх агрономĕ Сергей Кузьмин пире тырпул уйĕсемпе паллаштарчĕ. Эпир кĕрхи туллăн «Московская-56» /2-мĕш репродукци/, çурхи туллăн «Ульяновская-105» /1-мĕш репродукци/, урпан «Памяти Родиной» ?2-мĕш репродукци/, сĕллĕн «Адамо» /1-мĕш репродукци/ сорчĕсем çитĕнекен анасем çине çитсе куртăмар.
Специалистсем вырăнта тĕпченĕ тата хуçалăх агрономĕ пĕлтернĕ тăрăх вырма ĕçĕсене яваплăха туйса, ĕçе чарса тăракан пысăк кăлтăксемсĕр, ăнăçлă пурнăçласан хуçалăх гектартан кĕрхи тулă 25-шер центнер, çурхи тулă 20-шер центнер, урпа 20-шер центнер, сĕлĕ 20-шер центнер вăтам тухăçпа пухса кĕртмелле.
Валентина Краснова ертсе пыракан бригада тырă хывмалли кĕлетсемпе йĕтем çине тирпейлесе тасатнă. Кăçалхи вырмара йĕтемре 14 çынран тăракан бригада ĕçлет. Сергей Носковпа Олег Ратников сортировкăсене, Иван Лисицынпа Геннадий Прокопьев «ДОН-1500» тата Николай Выросовпа Алексей Матюшкин «Нива» комбайнсене пăхса, юсаса вырма тапхăрĕ валли хатĕрленĕ. Ĕçченсем уй карапĕсене тырă пусси çине ÿкме çанталăк парасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Халăха çăкăрпа тăрантаракан çĕр ĕçченĕсене çăмăл мар ĕçре ăнăçу, ырă кăмăлпа, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме сунатăп.
Валерий Ефремов, хуçалăх ертÿçи: кăçалхи çул çĕр ĕçченĕшĕн çăмăлах пулмарĕ. Çутçанталăк пирĕн яваплăха, йывăр лару-тăрури кăткăс ыйтусене татса пама пултарнине тĕрĕслесех тăрать. Хуçалăх ĕçченĕсем тăрăшуллă пуласса шанатăп. Çитĕннĕ тухăçа тăкаксăр пухса кĕртесчĕ.
С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *