Воскресенье, 16 июня

Хаçат-журнал çырăнтараççĕ, тăрăшса ĕçлеççĕ

Хаçат-журнал çырăнтараççĕ, тăрăшса ĕçлеççĕ

Почтальонăн ĕçне çăмăл тесе калаймăн: унăн куллен хаçат-журнал тултарнă сумкăна йăтса ял тăрăх çаврăнмалла, кашни киле çитсе пичет кăларăмĕсемпе вăхăтра тивĕçтермелле, тивĕçлĕ канурисене пенси укçи валеçмелле. Çумăр çăвать-и е çил-тăман алхасать — почтальонăн ĕçĕнче тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçлани пĕлтерĕшлĕ. Çанталăка пăхса тăмаççĕ хаçат-журнал валеçекенсем, яланах çула тухаççĕ.
Районти почта уйрăмĕсенче вăй хуракансем шанса панă ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама тăрăшаççĕ. Ялсенче пурăнакансем хаçат-журнал вăхăтра тата нумайрах çырăнччăр тесе куллен çула тухаççĕ почтальонсем. Вĕсем пулмасассăн хаçата вулакансем патне çитерме чылай йывăр. Çавăнпа та эпир, редакцире тăрăшакансем, почта уйрăмĕсемпе ки- лĕштерсе, калаçса ĕçлетпĕр. Почтальонсене те кулленхи ĕçре хавхалантарма май тупма тăрăшатпăр. Почта уйрăмĕсенче ĕçлекенсене юбилей ячĕпе саламласси те йăлана кĕрсе пырать, маттуррисене парнепе чысласан та аван пулĕ тетпĕр.
Акă, Шурутри почта уйрă- мĕнче ĕçлекенсем хаçат-журнал çырăнтарассипе аван ĕçлеççĕ. Вĕсем «Вакыт» тата «Каçал ен» хаçатсене те сахал мар çырăнтарнă. Ольга Морозова, Любовь Анисимова, Валентина Трескина, Марина Горбунова, Кефия Умеровна куллен ял çыннисем патне çитеççĕ, вулакансем хаçат-журналпа вăхăтра паллашчăр тесе тимлеççĕ. Çырăнтару тапхăрĕнче вара вулакансем хăйсен юратнă пичет кăларăмĕсемсĕр ан юлччăр тесе пурне те хаçат-журнал çырăнма вăхăт çитни çинчен аса илтереççĕ. Елена Кузьмина оператор почта уйрăмне килекен кашни клиент ыйтăвне тивĕçтерес тесе тимлет. Ялсенче пурăнакансем электроэнергишĕн, газшăн, телефонпа усă курнăшăн укçа-тенкĕ тÿлеме, тĕрлĕ тавар туянма почта уйрăмне çÿреççĕ.
— Ял çыннисен уйрăмах çуллахи вăхăтра ĕç нумай, хăш чухне вĕсем ларса канма та ерçеймеççĕ. Апла пулин те, хаçат-журнал вулама, хыпарсемпе паллашма вĕсем вăхăт тупма тăрăшаççĕ, юратнă кăларăмсене кĕтеççĕ, — паллаштарать лару-тăрупа почта уйрăмĕн начальникĕ Надежда Зотова.
— Хаçат-журнал çырăнма вăхăт çитнине пĕрре кăна мар аса илтеретпĕр. Анчах та хаçат тусĕсен йышĕ çулсерен чакать, ĕмĕрĕпех район хаçатне çырăнса илекенсем вилеççĕ, çамрăксене вара вулаттарма йывăртарах, вĕсем интернет уçлăхне шанаççĕ, — каласа парать 20 çул почта уйрăмĕнче тăрăшакан В.Трескина почтальон.
Шурут почта уйрăмĕнче вăй хуракансене малашне те лайăх кăтартусемпе палăрма, тата та тăрăшуллăрах ĕçлеме сунатпăр.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *