Уй-хирте

Уй-хирте

Июлĕн 5-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе колхозсенче тата фермер хуçалăхĕсенче нумай çул ÿсекен курăксене 3331 гектар çулнă. Хуçалăхсем пурĕ 4914 тонна утă тата 6190 тонна сенаж, 770 тонна силос хатĕрленĕ. «Асаново» ЯХПК-ра выльăх-чĕрлĕх валли 1000 тонна, «Урожай» колхозра 900 тонна, «Слава» ЯХПК-ра 358 тонна утă хатĕрленĕ. Сенаж хатĕрлес ĕçре «Рассвет» ЯХПК ĕçченĕсем маттур. Вĕсем 1200 тонна сенаж янтăланă, «Дубовка» ООО-ра 1200 тонна сенаж хатĕр. «Восток» ЯХПК-ра выльăх-чĕрлĕх валли 400 тонна утă тата 520 тонна силос хывнă.
Р.БАСНИКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *