Чи маттуррисене чысларĕç

Чи маттуррисене чысларĕç

Кашни çулах июль уйăхĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне уявлаççĕ. Кăçал вăл июлĕн 3-мĕшĕ тĕлне лекрĕ. Районти кооператорсем, паллах, ку уявран айккинче тăрса юлмарĕç. Июлĕн 2-мĕшĕнче Комсомольски райповĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ.
Кооператорсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Алексей Селиванов тата Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова уяв ячĕпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, малашне те тăрăшса ĕçлеме, малта пыма сунчĕç.
Райпо канашĕн председателĕ Светлана Граче ва кооператорсен ĕçри çитĕнĕвĕсем пысăк пулни çинче чарăнса тăчĕ. Чăнах та, пирĕн райпо ĕçченĕсем потребительсен обществисен республика шайĕнчи ăмăртăвĕсенче час-часах мала тухаççĕ. Кăçал та вĕсем пĕрремĕш кварталти пĕтĕмлетÿсем тăрăх республика шайĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă. Ĕçри тăрăшулăхшăн С.Грачевăна «Раççей потребкоопераци аталанăвне тÿпе хывнăшăн» 2 степеньлĕ медалĕпе чысланă. Унсăр пуçне вак суту-илĕве ăнăçлăн аталантарнăшăн пирĕн райпо 3-мĕш вырăна тухнă. Çавăн пекех «Кондитер изделийĕсем хатĕрлессинчи чи пысăк кăтартушăн» экономика ăмăртăвĕнче пирĕн райпо ĕçченĕсем — 3-мĕш вырăнта. Пĕлтĕрхи çулталăк кăтартăвĕсем тăрăх та райпо ĕçченĕсен мухтанмалăх пур. Акă, пĕлтĕр вĕсем «Аптека ĕçĕн лидерĕ» тата «Ветеринари препарачĕсене сутассинчи лидер» номинацисенче 1-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. «Хлебозавод» ООО «Çăкăр пĕçерессинчи лидер» номинацире 3-мĕш вырăна тухнă.
Тĕрлĕ конкурс-фестивальсенче те райпо ĕçченĕсем çулсерен палăраççĕ. Тĕслĕхрен, Республика кунĕнче иртнĕ наци тĕпелĕн «Тарават Чăваш Ен» фестивалĕнче мала тухни çинчен нумаях пулмасть çеç çырса пĕлтернĕччĕ. Çакăн евĕр конкурссенчен пирĕн кооператорсем нихăçан та айккинче тăрса юлмаççĕ. Районта йĕркелекен уявсем те вĕсемсĕр иртмеççĕ. Çакна палăртса Алексей Селиванов райпо коллективне кăçалхи Акатуя ирттерес ĕçре пысăк пулăшу кÿнĕшĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав хутне парса чысларĕ.
Уявра чи маттур ĕçченсене, нумай çул райпо тытăмĕнче вăй хуракансене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисем, Дипломсем тата парнесем пачĕç. Светлана Грачева малашне те килĕштерсе ĕçлеме, районта пурăнакансене куллен кирлĕ таварсемпе, тĕрлĕ пулăшусемпе вăхăтра тивĕçтерсе çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туса пыма сунчĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *