Вторник, 23 апреля

Усал чиртен мĕнле хăтăлмалла?

Усал чиртен мĕнле хăтăлмалла?

Хальхи вăхăтра вакцинациленни кăна унран сыхланма пулăшĕ. Коронавирус сарăлни татăклă утăмсем тума хистет.
Чăн та, малтанхи тапхăрта, чир сарăлма кăна пуçласан, нумайăшĕ асăрханма, сыхланма тăрăшрĕ. Анчах вăхăт иртнĕ май çынсем хăйсене ирĕкрех тытрĕç, асăрхансах каймарĕç. Çу кунĕсем çитнĕ май усал амака хĕртсе пăхакан хĕвел тĕп тăвасса шантăмăр. Шел, кĕтни тÿрре тухмарĕ. Çитменнине, тата та хăрушăрах Инди штамĕ вăй илме, халăх чирлесси тата вилесси ÿсме тытăнни ковид çине урăхларах пăхма хистет. Вакцинациленни кăна чиртен сыхланма пулăшнине нумайăшĕ ăнланса илчĕ. Çав йышра хаçат редакцийĕнче тăрăшакансем те. Коллективра тăрăшакансем пурте вакцинаци витĕр тухнă, прививка тутарнă пирки сертификатсене те алла илнĕ. Пĕтĕмĕшле калас пулсассăн вакцинаци хыççăн ĕçченсен сывлăхĕсем хавшаман, пурте хăйсене лайăх туйнă, туяççĕ те. Халĕ эпир хамăра коронавирус чирĕнчен хÿтĕленнĕ тесе шутлатпăр. Çавна май ыттисене те тăхтаса тăмасăр вакцинациленме чĕнсе калатпăр. Йышпа прививка тутарма лайăхрах та, хаваслăрах та.
Тĕслĕхрен, районти тĕп больницăран пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн пек йышпа прививка тутаракансем тата пур. Районти налук инспекцийĕнче, шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакансем те çак кунсенче вакцинациленнĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн вара районта 3613 çынна прививка тунă.
Аса илтеретпĕр, прививкăна районти тĕп больницăра, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн офисĕнче, ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕ- сенче тума май пур. Пациентсене «ЭпиВакКорона», «ГамКовид» препаратсемпе вакцинацилеççĕ.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *