Музей хăнасене тарават

Музей хăнасене тарават

Нумаях пулмасть Нĕркеçри вăтам шкулти çуллахи лагерĕн воспитателĕсем Галина Краснова, Нина Константинова тата Мария Сапожникова 1—5-мĕш классенчи вĕренекенсене Çĕнĕ Кипеçри Станислав Аркадьевич Андреев ячĕпе хисепленекен историпе краеведени музейне экскурсие илсе килчĕç. Ачасемшĕн кăсăкли, пĕлмелли кунта питĕ нумай пулчĕ. Вĕсене эпĕ музейри экспонатсемпе тĕплĕн ăнлантарса паллаштарма тăрăшрăм.
Çĕнĕ Кипеçри историпе краеведени музейне С.А.Андреев вĕрентекен пуçарнипе мăн асаттесен авалхи тумтирне, савăт-сапине, ĕç хатĕрĕсене, мамонтсен асав шăлĕсене, историе сăнлакан сăнÿкерчĕксене, документсене пухса 1970 çулсенче ялти вăтам шкулта уçнă. Экспонатсене тăтăшах çĕнетсе тăнă. 2005 çулта шкул хупăнсан музей тăватă çул япăхса тăнă. Музей экспоначĕсене Çĕнĕ Кипеçри культура çуртне куçарма Валерий Новиковпа Владимир Можаев нумай пулăшрĕç. Шел, вĕсем иккĕшĕ те паянхи кун пирĕнпе юнашар çук.
Халĕ музей хăтлă пÿлĕмре вырнаçнă. Кунта 800 ытла экспонат шутланса тăрать. Вĕсем хушшинче архив докуменчĕсем те упранаççĕ. «Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунисене ĕмĕрлĕх мухтав» стенд пур. Унсăр пуçне музейре Çĕнĕ Кипеç, Тĕвенеш ялĕсен тата «Гигант» колхозăн, нумай ачана вĕрентсе ăс панă Çĕнĕ Кипеç вăтам шкулĕн историйĕсене пĕлме, ялта çуралса ÿснĕ паллă çынсен пурнăçĕпе паллашма пулать. Çарпа патриотизм воспитанийĕ, палеонтологи, ĕлĕкхи хресчен пурнăçне сăнлакан уйрăмсем пур. Музейри экспонатсемпе паллашма халăх тăтăшах çÿрет. Экскурси хыççăн кашниех хăйĕн шухăшне ятарлă журнал çине çырса хăварма тăрăшать. Шупашкар хулинчен те, Алтайран та экскурсие килсе курчĕç. Малашне те музее килсе курас кăмăл пуррисене эпир хапăлласа йышăнатпăр.
Г.НОВИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *