Маттур ачасем пурри чуна çĕклет

Маттур ачасем пурри чуна çĕклет

Эпир, Завод тăкăрлăкĕнче тата урамĕнче пурăнакансем — Васса Чернова тата Людмила Симендеева, Çимĕк уявĕччен урама тирпей-илем кĕртме шутларăмăр. Çавасемпе çул хĕрринчи хытхурасене çулма пикентĕмĕр. Тирпейлĕ пулсан иртсе çÿрекенсене те, хамăра та кăмăллă-çке. Пирĕн пата виçĕ çамрăк пырса чарăнчĕ.
— Эпир сире пулăшасшăн. Ватăсене çăмăл мар пуль çавапа çулма, — терĕç вĕсем.
Пирĕн салара çакăн пек маттур çамрăксем пурришĕн питĕ савăнтăмăр. Ачасене çавасем тыттартăмăр. Вĕсем урама япăхтаракан курăка вăр-вар çулса пĕтерчĕç. Пире пулăшни хăйсемшĕн те усăллă пулчĕ — çавапа çулма вĕренчĕç.
Эпир Людмила Николаевнăпа иксĕмĕр маттур ачасен ячĕсене ыйтса пĕлтĕмĕр. Вĕсем — Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 8 «б» класран вĕренсе тухнă Денис Смирнов, Кирилл Пермяков, Павел Плешков. Çак ачасем пире пулăшни ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пултăрччĕ. Эпир вĕсен ашшĕ-амăшĕсене тата шкулта вĕрентекенсене çамрăксене тĕрĕс воспитани панăшăн чун-чĕререн тав тăватпăр.
В.ЧЕРНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *